АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чупать вăхăт, иртет кун-çул

23 января 2013 г.

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 3-мĕш номерте.)

Çакăн пек условисенче те Федор Георгиевич пуçне усмарĕ, хăйĕн йĕри-тавра шалусăр ĕçлекен çынсене пуçтарчĕ, правлени ĕçне сÿнме памарĕ.

1997 çул пуçламăшĕнче мана Раççей писателĕсен союзĕн членне йышăнчĕç. Член билечĕ илме Мускава чĕнчĕç. Тĕп хулана Агиверпе пĕрле кайрăмăр. Раççей писателĕсен союзĕн правленийĕн аппаратĕнче çулланнă çынсем те, çамрăксем те йышлăччĕ. Федор Георгиевича вĕсем лайăх пĕлетчĕç, чунтан хисеплетчĕç. Хисеплеме сăлтавĕ те пулнă çав ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче унăн Чăваш кĕкене издательствинче «Сар ачапа сарă хĕр», «Ик аркăллă кĕпе», «Илем тĕкĕрĕ» кĕнекисем чăвашла тухнă. Повеçĕсемпе калавĕсене вырăсла куçарса «Цвет черемуховый», «Утро журавлиное» кĕнекесем кăларнă. «Советский писатель» издательствăра 1992 — 93 çулсенчи плана кĕртсе унăн икĕ кĕнекине те хатĕрленĕ. 1993 çулта издательство хупăннă, унăн куçарнă кĕнекисен наборне салатса пăрахнă.

Хветĕр Агивер драматурги жанрĕпе çине тăрсах ĕçленине те палăртмалла. Вунă çул хушшинче вăл çырнă тата вырăсларан куçарнă тăхăр пьесăна Чăваш академи драма тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕсем сцена çинче лартнă. Федор Георгиевич публицистика, юморпа сатира жанрĕсемпе ĕçлеме те вăхăт çитеретчĕ.

Раççей писателĕсен союзĕн членĕн билетне илнĕ-илменех мана Шупашкарта правлени ларăвĕнче председатель çумĕ пулма уйăрса лартрĕç. Вăл вăхăтра эпĕ профсоюзсен республикăри совечĕ кăларса тăракан «Время» хаçатра тĕп редакторта ĕçлеттĕм. Писательсен союзĕнче те пĕр пус укçа илмесĕр ĕçлеме тиврĕ. Çичĕ-сакăр çул хушшинче пурăнакан тата вилнĕ 15—20 писателĕн юбилейне хатĕрленсе ирттермелле пулчĕ. Правительство çак ĕçсене тума укçа уйăрассинчен тăнчах пăрăнатчĕ. Хветĕрпе иксĕмĕрĕн телее пула, спонсорсем пулăшатчĕç. 1997 çулхи хĕл кунĕсенче Петĕр Хусанкай 90 çул тултарнине паллă тунине лайăх ас тăватăп. Юбилей каçĕ академи драма театрĕнче иртрĕ. Каçра Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров та пулчĕ. Юбилей мешехи-меслетне Агивер хăй йĕркелесе пычĕ, сăмах каларĕ.

Сакăр вун ултă çул кăшт çеç тултарнă 21-мĕш ĕмĕр пуçланнă вăхăтра чăвашсен паллă писателĕ Хветĕр Уяр вилсе кайрĕ. Произведенийĕсене вулакансем нумай, ăсату-пытару ĕçĕсене хутшăнакансене тупма йывăр. Ун чухне Уярăн мăшăрĕ Елена Шорникова пурăнатчĕ-ха. «Таçта пытармалла ĕнтĕ. Те Çĕрпÿ районĕнчи хамăр яла илсе каймалла», — тет аптăраса ÿкнĕ карчăк. «Ун пек тумастпăр. Карачура масарĕнчи паллă çынсен ретĕнче пытаратпăр», — терĕ Агивер. Уяр вил тăприйĕ, чăнах та, паллă çынсен ретĕнче.

Çапах та йывăрлăх тени савăнăçран ытларахчĕ: творчество секцийĕсен ĕçне йĕркелейми пултăмăр, çыракансене Писательсен союзне йышăнасси йăвашланчĕ, литераторсем ялсене тухса çÿрейми пулчĕç, журналсен тиражĕсем чакса ларчĕç. Çапах та йывăр вăхăтра та Федор Георгиевич аптăраса ÿкмерĕ, унра ĕçлес тата пурăнас йÿтĕм чакмарĕ, вăл чăваш писателĕсен «Хурăнташ» союзне йĕркелерĕ.

Икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕнче Хветĕр Агивере йывăр чир çапса ÿкерчĕ. Унăн чылай вăхăт вырăнпах выртмалла пулчĕ. Майĕпен ураланчĕ, тухса çÿрекен пулчĕ, çырма пуçларĕ. Чирĕ сĕвĕрĕлсе пынă май, «Пăрлак» романне çырса пĕтерчĕ. Издательство ăна хаваспах кĕнекелесе кăларчĕ.

Хамăрăн тепĕр ентешĕмĕр, Виталий Шемекеев сăвăç, юлашки вăхăтра повеçсемпе калавсем, роман çырма пуçланăччĕ. Пурăнаймарĕ, йывăр чире пула çитмĕле çитмесĕрех вилчĕ. «Мăнтарăн, «Ай тăварлă-çке кĕвĕçÿ куççулĕ» романне Виталий çырса пĕтереймерĕ, ăна манăн вĕçлемелле пулчĕ», — тет Агивер. Роман 2008 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. 2009 çулта «Чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Хветĕрпе эпĕ эрнере икĕ-виçĕ хутчен те тĕл пулатăп. Эпир иксĕмĕр те пĕр çуртра пурăнатпăр-çке. Вăл тухса çÿреме юратать. Ăна паллакансем йышлă, хушăран чарса тăрсах унпа калаçаççĕ. Ентешĕм сăмахлама питĕ юратать. Вăрттăнлăхсем те сахал унăн. «Çĕрĕ-çĕрĕпе сонетсем çырса ларатăп, — пĕлтерчĕ вăл мана нумаях пулмасть. — Ик çĕр ытла сонет çыртăм та ĕнтĕ». Литература ĕçне вăл поэзирен пуçланă, каллех поэзи ытамне таврăнать-мĕн ентешĕмĕр.

Кулянмалли, хуйхăрмалли те тупăнсах пырать унăн. Иртнĕ çул 94 çула çитсе Хĕветĕр амăшĕ вилсе кайрĕ, ăна тăван ялне Нĕркеçех пытарчĕç.

— Пурăнса анне çулне çитетĕпех, тата 24 çул çăкăр çиес пулать манăн, — тет Федор Георгиевич. Çапла пултăрччĕ. Сиенленнĕ сывлăхĕ хухса ан пĕттĕрччĕ, пурăнасси ан иксĕлтĕрччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика