23 января 2013 г.
Районта пурăнакансен «Хĕç-пăшал çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн патронсене е хĕç-пăшала пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарас тесен Раççейри муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайне заявлени çырмалла. Унпа пĕрле хĕç-пăшал илме е упрама тата пĕрле йăтса çÿреме ирĕк паракан лицензийĕн копине, хĕç-пăшала шута илнин номерне тата ыттине те тăратмалла.
Заявленисене электронлă майпа та çырма пулать. Вĕсене, саккун палăртнă тăрăх, 14 кунра пăхса тухмалла. Енчен те заявлени çыракан тĕрĕс мар сведенисем кăтартсан ăна каялла тавăрса паратпăр.
Юлашки çулсенче хĕç-пăшал хуçисем тĕрлĕ регионсене ĕçлеме каяççĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, унта кайнă чухне хĕç-пăшала пĕрле илнĕ тĕслĕхсем пулнă. Тепĕр хут асăрхаттаратпăр: ирĕк паракан хут илмесĕр хĕç-пăшала е патронсене пĕрле илсе çÿреме юрамасть.
Кун çинчен тĕплĕнрех районти шалти ĕçсен пайне пырса ыйтса пĕлме пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"