23 апреля 2014 г.
Вырăнти хăй тытăмлăхăн паянхи обществăри пĕлтерĕшĕпе витĕмне кашниех туйса тăрать. Пуçлăхсем тăрăшуллă пулнипе ял-хула хăтлăланать, çулсем тăвасси, вĕсене реконструкцилесси вăй илет, ача сачĕсемпе шкулсем, больницăсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсем, пурăнмалли çурт-йĕр, спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ. Çак тытăмра вăй хуракансем халăха хумхантаракан кашни ыйтушăн яваплă.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем хăйсен профессиллĕ уявне кăçал иккĕмĕш хут паллă турĕç. Апрелĕн 18-мĕшĕнче влаç тытăмĕнче тăрăшакансене Шупашкар хулинче, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче чысланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăнисене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă. Муниципалитет ĕçченĕсем халăхпа тачă çыхăнса ĕçленине, кашни хăйсен территорийĕсенче пурăнакансемшĕн тăрăшса ĕçленине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çынсен прависемпе ирĕклĕхне тỹрре кăларас ĕçре, обществăра йĕркене сыхласа хăварассинче те пысăк витĕм кỹнине уйрăммăн палăртса хăварнă Михаил Васильевич. Пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ, республикăн Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн ертỹçи Леонид Черкесов, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов саламланă, çитĕнỹсем суннă. Ĕçре уйрăмах палăрнисем çак кун Михаил Васильевич аллинчен ЧР Хисеп хутне, хисеплĕ ятсем, "Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" Мухтав паллине, Тав çырăвĕпе хаклă парнесене илнĕ.
Тунти кун, апрелĕн 21-мĕшĕнче, районти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем профессиллĕ уява анлă паллă турĕç. Чи малтанах вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев саламласа, чи тăрăшуллисене Хисеп хучĕсем парса чысланă. Район администрацийĕн культура секторĕн архив ĕçĕсен тĕп специалист-экспертне В.Н.Шингаловăна, ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист-экспертне К.Г.Гимальдинова, Хырхĕрри тата Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕсен специалисчĕсене В.И. Петровăпа Н.В.Голландцевăна Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлĕхĕсен канашĕн, депутатсен Пухăвĕн депутатне В.В.Максимова, Урмаел, Тукай ял тăрăхĕн специалисчĕсене Н.Р.Мифтахутдиновăпа Н.Г.Такмаковăна, район администрацийĕн ертсе пыракан специалист-экспертне О.А.Николаевăна, капиталлă строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-экспертне В.Н.Хораськинана район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Егорович Ефремов "Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен чи лайăх пуçлăхĕ" номинацире çĕнтернĕ. Урмаел ял тăрăхĕ Чăваш Республикинчи чи лайăх поселени ята тивĕçнĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне пухăнса, спортри ăсталăхне тĕрĕслесе сывлăха çирĕплетнĕ. Ĕçре те, спортра та маттур иккен специалистсем. Вĕсем йышпа пĕрле тăрса зарядка тунă, ăна искусство шкулĕн хореографĕ Татьяна Иванова ертсе пынă. Çавăн пекех волейболла вылянă, канат туртнă, эстафетăра вăй виçнĕ. Чылайăшĕ тренажер залĕнче сывлăхне çирĕплетнĕ. Пĕрле пухăнса савăннине, вăй вылянине, канашланине мĕн çиттĕр?
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"