23 января 2013 г.
Нумаях пулмасть Александровка тĕп шкулĕнче хушма пĕлÿ паракан центр (директорĕ — С.Х.Самарина) йĕркеленипе сĕтел çи теннисĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта Урмаел, Хырай Ĕнел вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсем командăсем тăратнă. Хĕрÿ тупăшура хырайĕнелсем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Арçын ачасенчен М.Шарафутдинов, А.Чемяков, Э.Антонов чи ăстисем пулчĕç. Хĕр ачасенчен чи пултаруллисем — А.Деменкова, А.Абукина тата А.Миговорова.
Ăмăртăва ирттерме пулăшнисене, М.Г.Камалюковпа И.З.Адиев уйрăм предпринимательсене, чĕререн тав тăватпăр.
Источник: "Каçал Ен"