19 апреля 2014 г.
Юлашки вăхăтра эрех-сăра çыншăн тус пулса тăнăн туйăнать. Унччен çак усал шĕвекпе ытларах арçынсем туслă пулнă пулсассăн, паян хĕрарăмĕ те ăна айккине тĕртсе ямасть. Çамрăксем эрех-сăрапа иртĕхни те кăмăла хуçать. Сăлтавĕпе айăпне камра шырамалла-ши? Чи малтанах çын хăй пурнăçĕнчи утăмсемшĕн яваплă. Тус-юлташĕсен, пĕлĕшĕсен витĕмĕ те пурах. Эрех-сăрапа иртĕхни лайăххи патне илсе çитермест, чи малтанах çын сывлăхĕ хавшать. Хăш-пĕри мĕн ĕçнине те пĕлмест вĕт. Юлашки вăхăтра уйрăмах аптекăсенче сутăнакан спиртлă шĕвеке ĕçесси анлă сарăлнă. Ял çинче ăна "фанфурик" теççĕ. Аптекăсенче ăна вăтамран 16-25 тенкĕпе туянма пулать. Лавкка эреххинчен 10 хут йỹнĕрех. Çакă илĕртет те эрех-сăра тусĕсене. Анчах та вăл организма пысăк сиен кỹнине ỹсĕр çын, паллах, ăнланмасть. Уншăн тĕллев - пуçа минретмелли шĕвек тупасси тата мухмăр чĕртесси.
"Фанфуриксем" пысăк сиен кỹреççĕ пулсассăн мĕншĕн вĕсене сутаççĕ-ха? Раççейри аптекăсем те, республикăрисем те, районтисем те ăна саккуна пăхăнса туянакансене сĕнеççĕ. Вăл медицинăра кирлĕ шĕвек шутланать. "Фармация" компани ертỹçи Валерий Филимонов пĕлтернĕ тăрăх, спиртлă шĕвексен суту-илỹри тỹпи 1 процента яхăн кăна. Анчах та республикăра ытти тĕрлĕ аптекăсем те пайтах. Вĕсенче вара кама мĕн чухлĕ сутассине шута илмеççех. Сăмахран, Шупашкар хулинче хула администрацийĕн сотрудникĕсемпе полици ĕçченĕсем ятарлă рейд ирттернĕ. Тĕрĕсленĕ тăватă аптекăран виççĕшĕнче асăннă "фанфуриксене" контрольсĕр сутнине тупса палăртнă. Çавăн пекех çак шĕвеке аптекăсенче çеç мар, киосксемпе лавккасенче сутасси те анлă сарăлнă иккен. Партипех кỹрсе килеççĕ те, кайран ярăнтараççĕ кăна. "Фанфурик" кĕленчисем унта-кунта выртса çỹрени çакна çирĕплетет те.
Республикăра алкоголизмпа чирлесси, спиртлă шĕвексемпе наркăмăшланасси 2013 çултинчен чакнă пулин те, асăннă проблема çав-çавах çивĕч. Çакна Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова çавра сĕтеле хутшăннă май каласа хăварнă. Аптека сечĕсен ертỹçисене спиртлă шĕвек сутма чарасси пирки хатĕрленĕ меморандум проектне валеçсе панă. Спиртлă продукцие унăн спиртсăр эквиваленчĕпе улăштарма сĕннĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви çумĕнчи обществăлла канаш, хула администрацийĕ, фармацевтика компанийĕн ертỹçисем хушшинче виçĕ енлĕ килĕшỹ çырма сĕннĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"