19 апреля 2014 г.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансен ĕç-хĕлĕпе тăтăшах паллашас, вĕсемпе курса калаçас, пăшăрхантаракан ыйтусене хуравлас тесе республикăри тĕрлĕ министерствăсемпе организацисенче тăрăшакан ертỹçĕсемпе специалистсем тĕл пулусене хутшăнаççĕ. Хуласемпе районсенче кашни уйăхрах информаци кунĕ йĕркелесси йăлана кĕнĕ.
Апрелĕн 16-мĕшĕнче района черетлĕ информаци ушкăнĕ килсе çитрĕ. Унăн ертỹçи - ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Алексей Николаевич Яковлев. Информаци кунĕнче çутатмалли тĕп ыйтусем çаксем пулчĕç: республика Пуçлăхĕн "Спортпа сывлăх кунĕ çинчен" Указне пурнăçа кĕртесси, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене чысласси, Çĕнтерỹ кунĕпе мероприятисемпе акцисем йĕркелесси, социаллă пенсисене апрелĕн 1-мĕшĕнчен индексацилени, экологи субботникĕсем ирттересси, пурăнакан тавралăха тирпейлесси, йывăç-тĕм лартасси.
ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ А.Н.Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев чи малтанах районти ветерансен канашĕн представителĕсемпе тĕл пулчĕç. Спорт мероприятийĕсем йĕркеленине, сывлăха тĕрлĕ майпа çирĕплетнине сỹтсе яврĕç. Ĕçлĕ ушкăн Тукай Мишер вăтам шкулне, "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне çитсе курчĕ. Ачасемпе çамрăксене, аслăрах çулхисене спорта явăçтарас енĕпе малашне кашни уйăхрах республикăра спорт кунне йĕркелеме палăртни пирки, çавна май бассейна, тренажер тата спорт залĕсене тỹлевсĕр çỹреме май пурри пирки те каласа хăварчĕ Алексей Николаевич.
Чăваш Республикинчи Чăваш наци музейĕн директорĕ И.П.Меньшикова, район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ В.С.Васильев Чĕчкен ял тăрăхĕнчи культура тата вĕренỹ учрежденийĕсене, ял поселенине çитсе унта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç. Культура ĕçченĕсем субботника тухнăччĕ. И.П.Меньшикова Комсомольскинчи тата Çĕнĕ Мăратри музейсен ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ. Музейсем экспонатсемпе, ỹкерчĕксемпе, тĕрлĕ документсемпе пуяннине уйрăммăн палăртрĕ Ирина Петровна. Информаци кунне хутшăннă республикăри тата районти ытти специалистсем Хирти Сĕнтĕр, Тукай, Урмаел, Александровка ял тăрăхĕсене çитрĕç, палăртнă темăсене сỹтсе яврĕç, ыйтусем çине туллин хуравларĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"