29 марта 2014 г.
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2014 çулхи мартăн 17-мĕшĕ тĕлне, мартăн 11-мĕшĕнчипе танлаштарсан, тип çу хакĕ 2 процент е 1,04 тенкĕ чакнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан тип çу хакĕ 10 тенкĕ ытларах чакнă. Пахча çимĕç хакĕсем хăпарнă. Çавăн пекех сахăр песукĕн, вир кĕрпин, пан улмин хакĕсем пĕрер процент ỹснĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан хура тул, тулă çăнăхĕ, вермишель, сивĕтнĕ тата шăнтнă чăх какайĕсен хакĕсем чакнă.
Источник: "Каçал Ен"