16 апреля 2014 г.
Арçын ача çут тĕнчене килсен, мĕн ĕлĕкех ăна ваттисем салтака кайма юрăхлă пултăр тесе пилленĕ. Салтак атти тăхăннă арçынна хисепленĕ, сума сунă. Халĕ темшĕн каччăсем çара каясшăн мар, унтан-кунтан сăлтав тупса пăрăнса юласшăн. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçлас шухăшлисем те пур. Вĕсен тĕллевĕ - салтак пăттине çисе курасси. "Çар хĕсмечĕ - аслă шкул" тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ. Каччăсем унтан çирĕпленсе, тĕрекленсе килеççĕ, шухăш-кăмăлĕсем те улшăнаççĕ. Вăхăт çитнипе çар ретне тăнисĕр пуçне контракт мелĕпе службăра тăракансем те чылай. Вĕсем хăйсен пурнăçне çарпа çыхăнтараççĕ. Кама мĕнле çул килĕшет, çавна суйлаççĕ те арçынсем.
Иртнĕ эрнере пирĕн районта РФ Оборона министерствин Тĕп федераллă округĕнчи организаципе мобилизаци управленийĕн граждансене çара хатĕрлессипе тата призывпа ĕçлекен уйрăм начальникĕ Сергей Юрьевия Яровой полковник пулчĕ. Вăл Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи пайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, призыва еплерех йĕркеленине тĕрĕслерĕ. Унпа пĕрлех хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама та килĕшрĕ.
- Сергей Юрьевич, 2014 çулхи çурхи призывра çĕнĕлĕхсем чылай. Вĕсемпе паллаштараймăр-ши?
- Кăçалтан çар ретне тăракансемшĕн нумай çĕнĕлĕх пулĕ. Чи малтанах электрон карттăсене вăя кĕртнине асăнса хăвармалла. Шăпах çак карттăра çар ретне тăнă гражданин пирки пур информаци те пулĕ. Çар çыннин биометрика даннăйĕсенчен пуçласа ашшĕ-амăшĕн ячĕ-шывĕ таранах. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн та çак карттăпа усă курма юрать. Унпа пĕрлех çурхи призывпа салтака каякансене гигиена хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ. Унччен салтакра пулнă е çар тивĕçĕсене пурнăçламан граждансене çар билечĕ панă. Кăçал июлĕн 15-мĕшĕччен çакă вăйра, ун хыççăн çарта пулманнисене А4 форматлă справка пама тытăнаççĕ. Унта çыннăн сăн ỹкерчĕкĕ пулать тата вăл çарта пулман тесе палăртса çыраççĕ. Малашне салтакра пулман каччăсене патшалăх, бюджет тата муниципаллă службăна ĕçе илме чараççĕ. Апла пулсассăн çар тивĕçне вăхăтра пурнăçлани меллĕрех те лайăхрах.
- Çар службин вăхăчĕ 1 çул çеç пулин те, çар тумне тăхăнас мар текен каччăсем çав-çавах пур-ха. Вĕсене мĕнле йĕркене кĕртмелле?
- Йĕркене çирĕплетес тесе саккуна тĕрлĕ улшăнусем кĕртме тиврĕ. РФ Уголовлă Кодексĕн 328-мĕш статйипе килĕшỹллĕн çара каяссинчен пăрăнакансене 200 пин тенкĕ таран штрафлама, 2 çула ирĕк прависĕр хăварма тата икĕ çул ĕçлеттерме йышăну кăлараççĕ. Унпа килĕшỹллĕн чылай таркăн каччăна явап тыттарнă. Паянхи куна Тĕп федераллă округра çара каяссинчен пăрăнакансен йышĕ 4000 çын, Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи çар комиссариатĕнче - 21 каччă. Виçĕ яш тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсене явап тыттарнă. - Сергей Юрьевич, районти çар комиссариатĕнчи ĕçе мĕнле хаклатăр? - Планпа килĕшỹллĕн çурхи призывра 100 каччă салтак тумĕ тăхăнĕ. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте службăра пулĕç. Призывпа çыхăннă документсем йĕркере, çитменлĕхсем çук. Сирĕн тăрăхри каччăсем хăйсене службăра лайăх енчен çеç кăтартаççĕ.
- Тавах калаçушăн.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"