АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака валли вăрлăх хатĕр-и?

16 апреля 2014 г.

     Апрель уйăхне кĕнĕренпе çĕр ĕçченĕ канăçа çухатрĕ - акана тухас вăхăт кунсерен çывхарать. Çак вăхăтра пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пысăк. Лайăх вăрлăх янтăланă вăхăтрах минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ кỹрсе килмелле, техникăна хире тухма йăлтах хатĕрлемелле. Ку енĕпе республикăри пур ял хуçалăх производство кооперативĕсем, фермер хуçалăхĕсем çине тăрсах ĕçлеççĕ. Çав шутра районтисем те юлмаççĕ.

    Мартăн 21-мĕшĕ тĕлне районта 69 процент вăрлăх кондициллĕ пулнă пулсассăн, апрелĕн 11-мĕшĕ тĕлне кăтарту тата 17 процент ỹснĕ. Хуçалăхсем ĕçе пуçăнни сисĕнет. Апла пулин те хăш-пĕрисем вăрлăха тасатсах çитермен. Çум курăк вăрриллисем те чылай. Паха, элита вăрлăх акни çеç пысăк тухăçпа савăнтарĕ. Çавăнпа та ку енĕпе ĕçлемелле-ха. Тĕслĕхрен, хуçалăхсенче элита вăрлăх 7,4 процент çеç е 2302 центнер, 1-4 репродукцилли - 79 процент (24561 центнер).

    Вăрлăхсене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсенчен чылайăшĕ чирли паллă. Ытларах альтернариоз, ильминтоспориоз чирĕсем тата кăвак çапнă (плесень). Çак чирсем вăрлăх шăтаслăхне чакараççĕ. Çавăнпа та вĕсене им-çамласа акмалла. Ку енĕпе "Труд" ЯХПК (35 тонна), "Урожай" колхоз (47 тонна), "Слава картофелю" агрофирма (130 тонна) ĕçлеме пикеннĕ.

    "Труд", "Слава" ЯХПК-сем, "Искра" колхоз 180 центнер кукуруза вăрлăхĕ кỹрсе килнĕ.

                                                                                                                                                                         "Россельхозцентр" ФПУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика