АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыншăн шыв тăшман ан пултăр

12 апреля 2014 г.

    Шыв - çут çанталăкăн чи тĕлĕнтермĕш пулăмĕ. Вăл - çĕр çинчи пурнăç таппи, чи пысăк пуянлăх. Унăн тĕлĕнмелли енĕсем çĕр çинчи ỹсен-тăранпа чĕр чунсен тĕнчине питĕ кирлĕ.

    Ĕçмелли шыв çак кăтартусемпе сиенсĕр пулмалла: радиаци енĕпе, ерекен чирсен микробĕсем çуккипе, хими составĕпе, тутипе, шăршипе, тĕсĕпе.

    Районта пурăнакансемшĕн пусă чи кирлĕ çăл куç шутланать. Патăрьел филиалĕнчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн ĕçченĕсем вĕсенчи шыва çулсерен тĕрĕслесе тăраççĕ. Кăçалхи 3 уйăхра илнĕ 3 тĕрĕслеврен шыв микробиологи енчен гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ. Санитарипе хими тĕлĕшĕнчен 2 проба тĕрĕсленĕ, стандартлă мар пробăсен шайĕ 100 процентпа танлашнă. Шыв пахалăхĕ пусă чавмалли вырăна тĕрĕс суйласа илнинчен килет.

   Санитари правилисен норми тăрăх вăл выльăх-чĕрлĕх сара-йĕсенчен, туалетсенчен, тислĕк куписенчен, удобрени склачĕсенчен 50 метр, магистраллĕ çулсенчен 30 метр айккинче пулмалла. Пурана вырнаçтарнă хыççăн 2 метр тарăнăш, 2 метр сарлакăш тăм "замок" тумалли пусă йĕри-тавра 2 метр радиуспа бетон сармалла, карта тытмалла - пусă çывăхĕнче автомашина çума, выльăх-чĕрлĕх шăварма, кĕпе-йĕм чỹхеме юрамасть.

    Çак йĕркесене пăхăнсан çеç пурте йĕркеллĕ пулĕ. Районти хăш-пĕр хуçалăхсенче шыв пăрăхĕсене, артскважинăсене япăх пăхса тăраççĕ. Артскважинăсем тавра тытнă картасем çĕмрĕк, çавна пула унта выльăх-чĕрлĕх ирĕккĕн çỹрет. Хăш-пĕр çĕрте вĕсен çывăхне пурăнмалли çуртсем, мунчасем лартаççĕ. Паллах, çакă шыв пахалăхĕ япăхланасси патне илсе çитерет. Хуçалăхсен ертỹçисен, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен çỹлерех асăннă тĕслĕхсенчен тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тумалла.

   Санитарипе гигиена правилисене пурнăçламасан, çынсемшĕн шыв хăрушă чирсен сăлтавĕ пулма пултарассине манмалла мар. Юр ирĕлсе пĕтсе çĕр типме пуçласанах халăх сад-пахчана тирпейлеме, пухăннă çỹп-çапа çунтарма тытăнать.

  Раççей Правительствин 2014 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнчи 113 № йышăнăвĕпе Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн яллă вырăнсенчи çĕрсем çинче (торфлă çĕрсемсĕр пуçне), промышленность, энергетика, транспорт, çыхăну, радиопа телевидени тата ытти ятарлă çĕрсем çинче çилсĕр çанталăкра типĕ курăка çунтарнă чухне условисене пăхăнмалла. Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче фейерверксемпе ракетăсем яма юрамасть, çакна валли ятарлă вырăнсем пулмалла.

                                                                                                                                                                                                                                    О.ИВАНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика