АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем лайăхланнă

09 апреля 2014 г.

     Чăваш Республикинчи Финанс министерствин пĕтĕмлетĕвĕсемпе 2013 çулта республика бюджетне тупăшсем енĕпе 35 млрд та 622 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, 2012 çул шайĕнчи ỹсĕм 2 млрд та 363 млн тенкĕ е 7,1 процент. 2008 çулхипе танлаштарсан вара тупăш 1,44 хут ỹснĕ. Харпăр хăй тупăшĕсем ỹсни - налук хăвачĕ çирĕпленни, республика ертỹлĕхĕн йышăнăвĕсем тивĕçлипех усă кỹнине пĕлтерет.

      2013 çулта республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕсен тытăмĕнче налук тупăшĕсем 95,3 процент йышăнаççĕ, налук шутланман тупăшсем - 4,7 процент. Çапла вара отчетлă çулта республикăна налук тупăшĕсем 19 млрд та 420 млн тенкĕ кĕнĕ, 2008 çулхипе танлаштарсан 142,3 процент.

      Кризисченхи йывăр лару-тăрăва, çĕршывĕпех бизнес-секторта пысăк предприятисене аталанма йывăр пулнине пăхмасăрах, Чăваш Енре организацисен пурлăхĕнчен илекен налук тупăшĕ, 2008 çулхипе танлаштарсан, 109,4 процент ỹснĕ. Çакă республикăри предприятисен экономики çирĕп пулнине пĕлтерет. Отчетлă çулта организацисем çеç тупăшпа палăрман, халăхран килекен тупăш та аван. 2008 çулхипе танлаштарсан, уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хуракан налук 143,1 процент чухлĕ ỹснĕ. Çакă Чăваш Енре пурăнакансен финанс тăнăçлăхĕ лайăхланнине çирĕплетет.

      Çăмăллатнă мелпе пырса кĕрекен налуксен пĕрлехи тупăшĕ ỹсни кăтартуллă. 2013 çулта 1 млрд та 209,1 млн тенкĕ пухнă, 2008 çулхипе танлаштарсан, 195,3 процент. Çакă предприятисен финанс хуçалăхĕнчи лару-тăру лайăхланнипе çыхăннă.

      Чăваш Республики пилотлă проектсене пурнăçлас енĕпе активлă ĕçлет. 2013 çулта вырăнти хăй тытăмлăх тата ĕç тăвакан влаç органĕсенчи бухалтерие централизацилемелли проекта, "Электронлă бюджет" вăя кĕртнĕ. Инвестицие ĕçе кĕртес тесе Шупашкарти индустри паркĕн строительствине пуçланă. Ку ĕçе республикăри муниципаллă пĕрлешỹсенче те пуçăнасшăн.

      2013 çулта Чăваш Ен Правительстви патшалăх парăмне пĕчĕклетсе республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшне ỹстерессипе, регионти инвестици климатне лайăхлатассипе эффективлă ĕçленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика