АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен çуллахи канăвĕ

05 апреля 2014 г.

       Ачасен çуллахи каникулĕ çывхарать. Çулла кану лагерĕсем кăçал та 4 сменăпа ĕçлĕç. Лагерьсенче 21 кун канмалли путевкăсен хакĕ 11748 тенкĕ пулĕ.

       Йывăр лару-тăрури ачасене районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче (район администрацийĕн çурчĕн 1-мĕш хутри 7-мĕш кабинетĕнче) апрелĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа майăн 30-мĕшĕччен регистрацилеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн путевка хакĕн 5 процентне тỹлемелле пулать.

       Лагере каяс текен ытти ачасен хăйсем вĕренекен шкулсенче шкулти оператор патĕнче апрелĕн 12-мĕшĕнчен майăн 30-мĕшĕччен регистрациленмелле. Ачасем пĕлтĕрхи лагерьсенчех канĕç.

        2014 çулта ашшĕ-амăшĕсене 3 ушкăна уйăрĕç:

       Чăваш Республикинче пĕрремĕш квартал валли йышăннă пурăнмалли минимумăн кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ 150 процентран иртмесен (ун пирки районти социаллă хỹтлĕх пайĕнчен справка илмелле) лагере каякан ачасемшĕн путевка хакĕн 20 процентне (2350 тенкĕ) тỹлемелле;

       çемьере пурăнмалли минимумăн кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ 150 процентран ытларах е 200 процента çитмесен ку ушкăнри ашшĕ-амăшĕ путевка хакĕн 30 процентне (3525 тенке яхăн) тỹлет.

      Пурăнмалли минимумăн çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ 200 процентран иртсен ашшĕ-амăшĕн путевкăн 50 процентне (5874 тенкĕ) тỹлемелле пулать. Кун пек чухне социаллă хỹтлĕх пайĕнчен справка илмелле пулмасть.

      Ашшĕ-амăшĕ шкулсенче заявлени çырса парать, хăйĕн ачи хăш лагере, сменăна суйласа илнине çирĕплетнине илсен район администрацийĕн вĕренỹ пайне пырса (2-мĕш кабинет) путевкăшăн перекет банкĕнче тỹлеме бланк илет. Тỹленĕ хыççăн 2-мĕш кабинетрах путевкăна алла параççĕ.

      Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче Чăваш Енри Вĕренỹ министерствин сайтĕнче ачасене йышăнма хатĕр лагерьсен списокĕпе тата сменăсен вăхăчĕпе паллашма пулать. Ачасем "Жемчужина" лагерьте канмĕç.

                                                                                                                                                                                                              А.ЯКОВЛЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика