05 апреля 2014 г.
Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем ĕçре çеç мар, спортра та маттуррине пĕлтернĕччĕ. Вĕсем сывлăха çирĕплетес, спортпа туслă пулас тесе "Кĕтне" ФСК-на час-часах çỹреççĕ. Уйрăмах футбол вăййине кăмăллаççĕ ертỹçĕсем. Ăсталăха ỹстерни сая каймасть, çимĕçĕпе савăнтарать. Апрелĕн 3-мĕшĕнче районта йĕркеленĕ мини футбол вăййинче вĕсем тепĕр хутчен хăйсем маттуррине çирĕплетрĕç.
Туслă тĕл пулăва ЧР Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсен тата "Нива" УКК командисем килсе çитрĕç. Пĕрремĕш тĕл пулура шăпах вĕсем вăй виçрĕç. Вăйă 3:1 шутпа вĕçленчĕ, "Нива" УКК команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вăйăра район команди министерство командине 4:2 шутпа парăнтарчĕ. Юлашкинчен "Нива" УКК командипе пирĕннисем 3:3 шутпа вăййа вĕçлерĕç. Туслăх çĕнтерчĕ.
Районти хуçалăхсен ертỹçисенчен Михаил Буслаев, Ял хуçалăх министерствин командинчен - Владимир Васильев, "Нивăран" Виктор Васильев чи ăста вылякансем тесе палăртрĕç. Вăйă хыççăн ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемпе хăнасем тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç, малашнехи плансене палăртрĕç.
Хуçалăхсен ертỹçисене çĕнтерỹ ячĕпе саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.
И.МИННЕТУЛЛИН.
Источник: "Каçал Ен"