АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Артистсем ăста вылярĕç

05 апреля 2014 г.

      Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ - чуна тасатакан вырăнта вăй хуракансен çеç мар, куракансемшĕн те пысăк уяв. Театр асамлăхĕ çынна мĕн ĕлĕкренех хăй патне илĕртнĕ, паянхи кун та çаплах. Спектакль пулать тесе сăмах тухсанах çынсем культура çуртне васкаççĕ. Районти культурăпа кану центрĕнче Валентина Харитоновна Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ паян ĕçлени пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнче вĕсем халăха Николай Айзман çырнă "Кай, кай Ивана" виçĕ пайлă камите районти культурăпа кану центрĕн сцени çинче кăтартрĕç.

     Ĕç-пуç чăваш ялĕнче пулса иртет. Ялти пуян Йăкăнат хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне, Ивана, авлантарма шут тытать. Чипер Анюка куç хываççĕ вĕсем. Хăйсем пуян пулнипе мухтанаççĕ. Çынсемпе те хăйсене мăнна хурса калаçаççĕ. Ĕçе яланах хăйсем майлă пурнăçлама хăнăхнăскерсем, Анюка качча илетпĕр тесе ĕмĕтленеççĕ. Çук-çук. Чăваш хĕрĕ парăнмасть, юратнă каччине Хĕветĕре кĕтет. Унпах çемье çавăрма шутлать. Тăлăх арăм Кĕтерук ĕç-пуçа урăх май çавăрать, Иванпа Йăкăната улталать.

     Курма килнисем камит сюжечĕпе паллашса, артистсем мĕнле вылянине хакларĕç. Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем талантлă та маттур. Çакна вĕсем хăйсене сцена çинче тытма пĕлни, шанса панă рольсене пĕтĕм чун-чĕререн калăплама тăрăшни çирĕплетет. В.Х.Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕн режиссерĕ Лариса Носова спектакле çамрăксене те, аслăрах çулхисене те, мĕн çамрăкран сцена çинче вылянă артистсене те явăçтарма тăрăшнă. Ĕçлени сая кайман, аван пулса тухнă. Уйрăмах Тит Титов, Валентина Курицына выляни куракансен кăмăлне кайнă. Вĕсем камитри Куçак тата Вĕçелис ролĕсене калăпларĕç. Александра Петрова Кĕтерук рольне илемлĕ сăнарларĕ. Галинăпа Валерий Ванюркинсем (Анюкпа Хĕветĕр), Владимир Павлов (Иван), Виталий Хораськин (Йăкăнат), Лариса Носова (Праски), Лидия Карзакова (Наçтаç), Нина Антонова (Тарук), Алевтина Исаева (Марук), Владимир Павлов (ялти купăсçă) сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ сцена çинче пĕрремĕш хут пулин те, пăлханни палăрмарĕ. Ăста вылярĕç. Шупашкартисенчен мĕнпе кая? "Каçал" халăх фольклор ансамбльне çỹрекенсем те хутшăнчĕç спектакле, туй турĕç вĕсем.

     Спектакль курма килнисем залран тулли кăмăлпа тухрĕç. - Маттур, выляма пултараççĕ. Спектаклĕсене çулталăкра пĕрре мар, час-часах лартсан аван та. Эпир савăнсах курса ларнă пулăттăмăр, - терĕç килĕсене саланакансем.

                                                                                                                                                                                                              А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика