05 апреля 2014 г.
Çул çинче час-часах инкек пулать, çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Тĕп сăлтавĕ - транспорт хатĕрĕсем çапăнни тата çуран çынсене таптани. Аварисемшĕн тĕпрен илсессĕн водительсем айăплă. Вĕсен айăпĕпе пĕлтĕр Раççейре 180 пине яхăн инкек пулнă, çав аварисенче 23 пин ытла çын вилнĕ, 235 пин çын суранланнă. Çуран çынсем те нумай шар кураççĕ. Сăмахран, республикăра пулнă аварисен 35-40 процентĕнче çуран çынсене таптанă. Пĕлтĕр çакнашкал 722 инкек пулнă. 87 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 673-шĕ аманнă. Кашни виççĕмĕш тĕслĕх çынсем çул урлă каçакан вырăнсенче пулнă. Районĕпе илес пулсассăн 2013 çулта çуран çỹрекен 8 çын шар курнă, 3 çын вилнĕ. Ыйту çав тери çивĕч.
Çавăнпах ЧР ШĔМĕн çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕ ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен "Тормоза пус" социаллă кампани ирттерет. Асăннă кампани Раççейĕпех пырать. Çак вăхăтра ача сачĕсенче, шкулсенче, аслă вĕренỹ заведенийĕсенче çул çỹрев хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.
ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов пĕлтернĕ тăрăх - республикăра кăçал икĕ уйăхра çеç 232 авари шута илнĕ, вĕсенче 26 çын вилнĕ.
Инкексен сăлтавĕ нумай чухне водительсенче. Вĕсем руль умне ỹсĕрле лараççĕ, çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсаççĕ. Штраф сумми 30 пин тенкĕ пулни, автомашинăпа çỹреме ирĕк прависĕр хăварни те вĕсене шиклентермест мĕн. Сăмахран, кăçал çеç çакăн пек тĕслĕхсем районта та пулнă, 42 водителе явап тыттарнă.
Автомашина рулĕ умне лартăн пулсассăн яланах тимлĕ пулмалла, унпа пĕрлех вара тормоз педальне вăхăтра пусни те вырăнлă. Шел те, руль умне ларакансенчен нумайăшĕ машинăна тăруках чарма пĕлмест тесе хаклаççĕ экспертсем. Апла пулсассăн тормоза пусма вĕренмелле, пысăк хăвăртлăхпа пынă чухне çул пăрăнчăкĕсенче чарăнма, кама та пулин пырса çапасран сыхланма пĕлмелле.
Н.РАЙКОВ.
Источник: "Каçал Ен"