05 апреля 2014 г.
Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕпхỹре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвне хутшăннă. Унта Федерацин Атăлçи округĕнче тăван тавралăха сыхлас, вăрман хуçалăх сферинче, çут çанталăкпа усă курас енĕпе патшалăх политикине пурнăçлас ыйтусене сỹтсе явнă.
Ларăва уçса Раççей Федерацийĕн Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич округ экономики аталанни, çĕнĕ предприятисем йĕркелени, çавна май çут çанталăка йывăртарах килни çинчен каланă. Экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйту влаç органĕсен ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çут çанталăка сыхламалли меро-приятисене укçа-тенкĕ хывмашкăн федераци субъекчĕсен майĕсем çителĕксĕртерех, регионсенче çỹп-çап тăкмалли вырăнсен иккĕ виççĕмĕш пайĕ саккунсăр йĕркеленнĕ.
Пушкăртстан Президенчĕ Рустэм Хамитов тĕп доклад тунă. Вăл палăртнă тăрăх, Атăлçи округĕ нефтьпе çут çанталăк газĕ кăларас енĕпе федераци округĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăнта. Çавăн пекех минераллă удобренисем, синтетика сăмали, пластмасса, шинăсем, каустик соди туса кăларас енĕпе те малтисен ретĕнче. Округра вăрман пысăк вырăн йышăнать: вăрман фончĕн çĕрĕсен лаптăкĕ 39,2 млн гектар (Раççей вăрман фончĕн 3,5 процент), вăрмансенчи ỹсен-тăран саппасĕсем - 5490,8 млн кубла метр.
2013 çулта Тутарстанри тата Чăваш Республикинчи вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче пушар пулман. Саратов облаçĕнче 1 пушар тухнă (1 гектар), Мордва республикинче - вăрманта 2 пушар (0,54 гектар). Чăваш Енре 2011 çултанпа вăрмансенче пушар сỹнтермелли техника 100 млн тенкĕлĕх туяннă. 2013 çулта тĕпрен илсен федерацин Атăлçи округĕнче вăрмансем çуннă тĕслĕхсене 5 çулхи вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех тесе хакланă.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каланă: "Эпир пушар сỹнтермелли техника туянма укçа нумай уйăртăмăр, шывсене тата атмосферăна сиенлĕ хутăшсем сахалрах кăларнине палăртмалла. Экологи ыйтăвĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсемпе яланах çине тăрса ĕçлетпĕр".
Источник: "Каçал Ен"