05 апреля 2014 г.
2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕнчи вĕренỹ çинчен" çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн ача садне çỹрекен ачашăн тỹлекен тỹлев те улшăннă. Малтанхи тỹлев пĕтĕмĕшле пулнă. Унтан воспитательсене ĕç укçи тỹленĕ, юсав ĕçĕсем пурнăçланă, апат-çимĕç туяннă... Ашшĕ-амăшĕ ача садне çỹрекеншĕн тăкакланакан пайăн 20 процентне тỹленĕ. Халĕ вара кашни тăкака уйрăмшарăн палăртнă.
Асăннă документ вăя кĕнĕ май пĕчĕкскерсене вĕрентме каякан тăкаксемпе садик ĕçченĕсен шалăвĕ валли укçа-тенкĕ республика бюджетĕнчен расхутланать. Муниципалитетсем шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕн çуртне тĕрĕс-тĕкел упрассишĕн, юсассишĕн яваплă. Ашшĕ-амăшĕ вара ачана апатлантарнăшăн тата пăхнăшăн тăкаксене саплаштарать. Анчах та хăш-пĕр муниципалитетра тỹлев самаях ỹсни сисĕнет. Çакна апат-çимĕç хакĕ районсенче тĕрлĕрен пулнипе çыхăнтараççĕ. Сентябрь уйăхĕнчи улшăнусем хыççăн пĕр кун ача садне çỹренĕшĕн республикăра вăтамран 53,34 тенкĕ тỹленĕ пулсассăн, паян вăтам кăтарту - 70,54 тенкĕ.
Ачасене пахалăхлă та нормăна тивĕçтерекен апат-çимĕçпе апатлантарнине Роспотребнадзор ĕçченĕсем çирĕп тĕрĕслеççĕ. Апла пулсассăн пахалăх пирки иккĕленме сăлтав çук. "Ашшĕ-амăшĕсен тỹлевĕ апат-çимĕç çине каять, вĕсем ăна пĕтĕмпех тĕрĕслеме, укçа-тенке мĕнле тăкакланипе паллашма пултараççĕ. 2014 çулта ача садне çỹренĕшĕн тỹлеве урăх ỹстермеççĕ", - пĕлтернĕ вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова. Унпа пĕрлех республикăра ача сачĕсенчи апатлану хакĕ палăртнă санитари нормипе килĕшсе тăнине тĕрĕслеме ятарлă ĕç ушкăнĕ туса хунă. Вĕсем апрель уйăхĕнче чи пысăк тỹлев виçи палăртнă тата ыттисенчен пĕчĕк тỹлевлĕ 7 муниципалитетра тĕрĕслев ирттереççĕ.
Республикăри кашни муниципалитет тỹлевне вырăнта палăртнă. Çавăнпах республикăри кашни районтах вăл тĕрлĕрен. Тĕслĕхрен, кунта ача сачĕсем миçешер сехет ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ. Республикипе талăкра 4, 8, 10, 12, 24 сехет ĕçлекен учрежденисем те пур.
Çавна май районта ача сачĕсем миçе сехет ĕçленине шута илсе тỹлевсем тĕрлĕрен йĕркеленнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев ятарлă Постановленипе çирĕплетнĕ. Сăмахран, ача 10 сехет ĕçлекен ача садне çỹрет пулсассăн 60 тенкĕ, 5 сехет ĕçлекеннине çỹресен 30 тенкĕ тỹлемелле. Кунта çемьере миçе ача ỹснине те шута илеççĕ. Палăртса хăвармалла, çĕнĕ саккун вăя кĕнĕренпе ашшĕ-амăшĕ тỹлекен пая патшалăх енчен саплаштарасси сыхланса юлнă. Республика çемьери пĕрремĕш ачашăн тỹлевĕн - 20, иккĕмĕш пепкешĕн - 50, виççĕмĕшĕшĕн 70 процентне тавăрса парать. Енчен те ача нумай ачаллă çемьере çитĕнет пулсассăн, тỹлев палăртнинчен çурри - 30 тенкĕ. Шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене инвалид-ачасем, тăлăх ачасем тỹлевсĕр çỹреççĕ. Ку, паллах, пĕлтерĕшлĕ пулăшу.
А.Ефремова.
Источник: "Каçал Ен"