26 марта 2014 г.
Ĕçкĕ ырă патне илсе çитерменнине лайăх пĕлетпĕр, анчах та çакна ăша хывмастпăр. Ар çынсем çеç мар, хĕрарăмсем те черккепе туслашса хăйсем мĕн тунине пĕлмеççĕ. Акă, пĕлтĕхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче В.Махминова, ỹсĕрскер, хăйĕн хваттерĕнче пĕрле пурăнакан мăшăрне, Г.Махминова, çĕçĕпе чикет. Унăн сывлăхне пысăк сиен кỹрет. Преступлени тунăшăн, çын сывлăхне сиен кỹнĕшĕн В.Махминовăна суд РФ Уголовлă Кодексĕн 111 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланă. Унпа килĕшỹллĕн хĕрарăма 8 çул таран тĕрмене лартма ирĕк пур. В.Махминова хăй преступлени тунăшăн ỹкĕннине, сиен кỹнĕ тăкака саплаштарнине, мăшăрĕ Г.Махминов каçарнине шута илсе, суд ăна 1 çуллăха ирĕк прависĕр хăварма, юсанмалли колоние яма йышăну кăларнă. Приговор саккунлă вăя кĕнĕ.
М.ЕВДОКИМОВА.
Источник: "Каçал Ен"