АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уртаракан чир - вĕлерекен чир

26 марта 2014 г.

Пĕлтĕр район территорийĕнче уртаракан чирпе чирленĕ тĕслĕх пулман, апла пулин те Чăваш Республикинче 15 тĕслĕх тупса палăртни сисчĕвлентерет. Йĕпреç, Канаш районĕсенче çак чирпе тăхăр тилĕ, икĕ лаша, пĕр пушмак пăру, икĕ кушакпа йытă чирли паллă пулнă. Вăхăтра профилактика ĕçĕсем пурнăçлани: 2632 йытта, 7335 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 359 лашана укол туни, вакцинăсемпе 2400 доза апат лартса пани уртаракан чиртен сыхланма май пачĕ. Çавăн пекех ветеринари ĕçченĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тăрăшуллă пулнине те палăртса хăвармалла. Сунарçăсем те пĕлтĕр 13 тилĕ тата 6 кашкăр вĕлернĕ. 2013 çулта районти пур ял тăрăхĕсенче те çапкаланса çỹрекен, хуçасăр йытăсене тытас енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланă пулин те, вĕсен йышĕ чакман-ха. Ялсенче ирĕкре çỹрекен йытă нумай. Пĕлтĕр йытă çыртнă 67 тĕслĕх регистрациленĕ. Çак йытăсене вара уйрăммăн сăнаса тăма тивнĕ. Вĕсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, мĕншĕн тесен шăпах йытăсем тилĕсемпе хутшăнăва кĕме пултараççĕ. Çавна май йытăсемпе кушаксене уртаракан чиртен вăхăтра вакцинăлани лайăх. Уртаракан чир пуçаракан çăл куçсем шутне чылай чухне тилĕсем, кашкăрсем кĕреççĕ. Чĕр-чун çыртсан е унăн сурчăкĕ урлă чир лекме пултарать. Унсăр пуçне чирлĕ чĕр-чун тирĕ урлă та чир ерет. Çавăнпа та уртаракан чире район территорийĕнче сарăлма парас мар тесе килти выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра вакцинăласчĕ. Çапкаланчăк йытăсенчен асăрханăр, вĕсене кил картине ан кĕртĕр. Вĕсем ферма территорийĕсене кĕрсе çỹресрен те карта тытмалла. Вăхăтра асăрханни, палăртнă ĕçсене пурнăçлани уртаракан чиртен сыхланма пулăшĕ.

Р.ВЕЛИМУХАМЕТОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика