АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш кĕнекисем Германири выставкăра

26 марта 2014 г.

 2014 çулхи мартăн 13-15-мĕшĕсенче Германири Лейпциг хулинче кашни çулах иртекен кĕнеке салонĕ ĕçлет. Унта Чăваш кĕнеке издательствин кĕнекисене те тăратнă. Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке выставки-ярмăркки 1946 çулта ĕçлеме пуçланă. Унта кăçал 43 çĕр-шывран 2 пин ытла экспонат тăратнă. Çавăнпа пĕрлех "Вулакан Лейпциг" фестиваль те йĕркеленĕ. 410 вырăнта виçĕ пин ытла мероприяти, автор вулавĕсем, семинарсем иртнĕ. Раççей Мускав Правительствин "Кĕнекеллĕ Мускав" Издательство программипе хутшăннă. Раççей делегацийĕн йышне виçĕ регионти издательствăсен представителĕсем - Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров, Урал федераллă университечĕн Издательствăпа полиграфи центрĕн директорĕ Алексей Подчиненов, Орел хулинчи "Орлик" издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ Александр Воробьев - кĕнĕ. "Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству", Чăваш Енĕн хальхи вăхăтри халăх искусствипе художествăлла промысласем, чăваш кухни, чăваш тĕрри, Т.Шаркован чăваш тĕррисемпе пуканийĕсем тата ытти кĕнеке-альбомсем Мускав правительствин стендĕнче вырăн тупнă. РФ Генеральнăй консульствин вице-консулĕ Маргарита Гореликова Раççей стенчĕпе паллашнă, Чăваш Кĕнеке издательстви кăларнă кĕнекесене ырă сăмахпа хакланă. "Читающий Лейпциг" фестивальте вулакансемпе 300 ытла автор тĕл пулнă. Çак выставкăна кашни çулах 160 пин ытла çын çитсе курать. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров Лейпцигри ярмăркка вулакансемпе çамрăксемшĕн кирлине палăртнă. Германире пурăнакан ентешсем те чăваш кĕнекисемпе интересленеççĕ. Лейпцигра пурăнакан Татьяна Никольская çĕнĕрен пичетленсе тухакан, чăвашлăхпа çыхăннă кĕнекесемпе паллашсах тăрать, май килсен вĕсене туянать те. Вулакансемпе кĕнеке пуçтарма юратакансем парнелĕх пичетлесе кăларнă кĕнеке-альбомсене, илемлĕ тата краеведени литературине ыйтаççĕ. Чăваш кĕнеке издательстви хăш-пĕр изданисене ярса пама ыйтнă çырусем час-часах илет. Нумаях пулмасть Германие Валентина Тараватăн "Чарусăр чĕре" (Неугомонное сердце), Ордем Галин "Телейлĕ пулар" (Будем счастливы), Геннадий Кирилловăн "Йытăпа сунарçă" (Собака ищет друга) кĕнекисене ăсатнă. Нимĕçсен Лейпцигри наци библиотекин фондĕнче Чăваш кĕнеке издательствин кĕнекисем чылай: И.Я.Тенюшевăн "Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç" (Их осталось только трое), Г.Ф.Орловăн "Вестники зимы", Н.В.Симуновăн "Ан йĕр эсĕ, Лена" (Не плачь, Лена), авторсен коллективĕн "Городские и районные газеты". Тĕрлĕ çĕр-шывсенче пурăнакансем чăвашсен кĕнекисемпе интересленеççĕ, пуян содержаниллĕ, полиграфи пахалăхĕ лайăх пулнишĕн мухтаççĕ. Пĕтĕм тĕнчере йĕркелекен кĕнеке выставкисене хутшăннипе чикĕ леш енчи тĕпчевçĕсем тата наци литературине кăмăллакансем палăртнă тăрăх, Чăваш кĕнеке издательствин продукцийĕ пысăк хака тивĕçнĕ. Чăваш кĕнекисен стендне пырса куракансем çĕнĕ информацие илме Чăваш кĕнеке издательствин сайчĕ пулăшнине пĕлтернĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика