26 марта 2014 г.
"Пушар кăтартать тип шар", - тенине пĕрре мар илтнĕ. Вут-çулăм вăрă-хурахран та хăрушăрах пулнине пурте питĕ лайăх пĕлетпĕр, анчах та асăрханулăх пирки манатпăр. Çавна пула вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсем пур. Кăçал районта 2 пушар тухнă, пĕлтĕр çак вăхăтра 1 пушар регистрациленĕ пулнă. Тăкак - 65 пин тенкĕ. Февралĕн 16-мĕшĕнче Тутар Шурут ялĕнчи пĕр хуçалăхра вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе веранда çунчĕ. Мартăн 19-мĕшĕнче Кĕçĕн Каçалта мунчара вут-çулăм алхасрĕ. Сăлтавĕ - кăмака юсавсăр пулни. Статистика кăтартăвĕсемпе килĕшỹллĕн, пушарсен 70 проценчĕ пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе, кăмакасене кирлĕ пек туманнипе çыхăннă. Çавăнпа та вут-çулăм ан тухтăр тесен асăрхануллăрах пуласчĕ. Кăмака хутрăн пулсассăн, ăна пăхса тăр! Район территорийĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. Кăçал çеç ял çыннисен 219 хуçалăхĕнче пултăмăр. Чи малтанах нумай ачаллă çемьесенче, пĕччен пурăнакансемпе йĕркесĕр граждансем патне çитнĕ. Унпа пĕрлех тĕл пулусем йĕркеленĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалли пирки каласа панă. Тимлĕ пулмаллине кашнинчех асăрхаттаратпăр, анчах та пушар çав-çавах тухать. Юсавсăр кăмакасемпе, электрооборудованипе усă ан курăр. Ачасем шăрпăкпа вылясран асăрханăр. Шăрпăка ачасем илме пултаракан вырăна ан хурăр. Пушар тухнине асăрхарăр пулсассăн, тăхтаса тăмасăрах 01, 101, 112 номерсемпе шăнкăравлăр, адресăра, хушаматăра, ăçта мĕн çуннине пĕлтерĕр. Кун пек чухне кашни çеккунт хаклă пулнине ан манăр. Тимлĕ пулăр!
Н.НАЗАРОВ.
Источник: "Каçал Ен"