АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Православии кĕнекисемпе пуян

22 марта 2014 г.

Районти тĕп библиотекăра православи кĕнекин кунне халалласа "Духовных книг божественная мудрость" православи сехечĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие районти ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем хутшăнчĕç. В.Боровковăпа Е.Хораськина библиотекарьсем Иван Федоровăн "Апостол" кĕнеки çинчен каласа пачĕç тата "Первопечатник Иван Федоров" презентаципе паллаштарчĕç. Ачасем вырăс художникĕ, иконописец Григорий Журавлев çинчен питех те хавхаланса итлерĕç. Вăл алăсăр тата урасăр çуралнă. Çапах та ача талантсăр çуралман иккен. Картишĕнче упаленсе, çăварне турат тытса вăл хăйăр çинче çуртсем, çынсен сăнĕсене ỹкерме пуçланă. Каярахпа иконсем ỹкерме тытăнать. Вăл ỹкернĕ иконсене çынсем питех юратнă, вĕсенче тасалăх тата ырăлăх хуçаланнă. Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Ираида Владимировна Спиридонова ачасене пурнăç тата юрату, ырă тата усал туни, çынна каçарни, ыр кăмăллăхпа тỹсĕмлĕх çинчен ăнлантарса пачĕ. Ачасен умĕнче "Вербочка" ансамбль (преподавателĕ И.Спиридонова) юрăçисем православи юррисем юрларĕç. А.Волкова библиограф православи çинчен çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Библиотекăра "Книги добра и любви" кĕнеке выставки йĕркеленĕ. В.Боровкова библиотекарь ачасене Турă пурне те юратни тата çынсене ырă тума тăрăшмалли çинчен каларĕ. Таса пурнăçпа пурăнмалли пирки чарăнса тăчĕ.

А.ВОЛКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика