АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлнă самантсем

22 марта 2014 г.

 Ман шутпа, ватă çынсен аса илмелли нумай. Акă эпĕ час-часах уçнă çерем çинче ĕçленине аса илетĕп. Ун чухне Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕренеттĕм. Пĕрремĕш курс кăна пĕтернĕ-ха. Нумай-нумай студент комсомол путевкипе Алтай крайне тыр-пул пухма кайма шут тытрĕ. Эпир те, институтри чи çамрăк студентсем, айккинче юлмарăмăр. 1957 çулхи август пуçламăшĕнче пуçтарăнтăмăр, укçа пачĕç, апат-çимĕç илтĕмĕр. Пĕтĕм хула ăсатнă пек туйăнать, сывлăх, ăнăçу сунаççĕ. Юрлаççĕ, кулаççĕ, йĕрекеннисем пур: уйрăлма яланах йывăр. Тавар поезчĕ, сентресем. Вагон тулли çын. Эрне ярăнтăмăр. Пĕр аяк çинче кăна çывăрма пултаратăн, çĕр варринчен - тепĕр аяк çинче. Кăнтăрла каллех кулă, шỹт, питсем çинче савăнăç. Ниçта та кайса курманскерсене пурте кăсăклантарать. Кашни кунах салтак апачĕ çиетпĕр, пуçласа эпĕ хура тул пăтти çисе курнине нихăçан та манаймастăп (пирĕн ачалăхра ун пек апат пулман). Урал тăвĕ витĕр туннельсемпе тухни, юпа çине "Европа", "Азия" çырса хуни нихăçан та асран тухмасть. Барнаул хулинчен пирĕн çулсем уйрăлса кайрĕç. Малтан Белоглазово районне çитрĕмĕр, унтан - Воробьево ялне. Унта çĕр каçнă хыççăн хире илсе кайрĕç. Тулă хирĕ кашласа ларать, вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Хир варринче çурт, икĕ пай: пĕрне хĕр ачасем, теприне арçын ачасем вырнаçрĕç. Çывăрмалли сентресем каллех кĕтеççĕ пире. Юнашарах - столовăй. Унта черетпе поварсене пулăшаттăмăр. Мĕнле кăна ĕç туман пуль эпир унта! Йĕтемсене тырă илсе килсе хума хатĕрлерĕмĕр, çĕрне чаврăмăр, тикĕслерĕмĕр. Ку пирĕншĕн чи йывăр ĕç пулчĕ. Комбайнсем çинче те ĕçлерĕмĕр, тырă турттартăмăр, тасатрăмăр, патшалăха леçрĕмĕр. Ял çумĕпе Чарыш шывĕ юхса выртать, пысăк та хăвăрт юхакан шыв. Ун тăрăх утă илсе килме çăмăлах марччĕ. Ял халăхĕ юрататчĕ пире, арбузсемпе хăналатчĕç, мунча хутса паратчĕç. Эпир те парăмра юлмастăмăрччĕ, концертсем хатĕрлеттĕмĕр, юрăсемпе, ташăсемпе савăнтараттăмăр. Тырă леçме кайсан çурçĕрте килни те пулнă. "Йывăр" тесе калакан пулман пирĕн хушăмăрта. Акă тырă пухса кĕртрĕмĕр. Хирсен хушшинче çĕр чаврăмăр, вара хăмăлсене тивертсе ятăмăр. Пĕтĕм хир çунать тейĕн. Эпĕ Алтай крайне кайиччен кашласа ларакан хир тăрăх 9-10 комбайн пĕрин хыççăн тепри пынине курман. Октябрь уйăхĕ те çитрĕ, ирхинене умывальникри шыв шăнма тытăнчĕ. Хамăра шанса панă ĕçсене вĕçлерĕмĕр, киле кайма та вăхăт çитрĕ. Сывпуллашу паян та асрах. Кăкăрсем çинче пирĕн пурнăçри чи малтанхи медаль! Пĕр-пĕрне саламлатпăр, савăнатпăр. Киле вара пире чăн-чăн паттăрсене ăсатнă пек ăсатрĕç. Поезд та пассажирсене турттараканни, çутă, илемлĕ. Вокзалсенче чарăнсан пурте урама сиксе тухатпăр, пĕлĕт çине пăхатпăр, "куçакан çăлтăра" шыратпăр. Ара, пĕрремĕш хут искусственнăй спутник вĕçтерсе янă-çке! Мĕн пысăкăш савăнăç. Уçнă çерем çинчен килсен студентсен пурнăçĕ те улшăнчĕ. Пальтосем илсе тăхăнтăмăр, пушмаксем туянтăмăр. Пирĕн хушăмăрти туслăх та çирĕпленчĕ, пурнăç çине урăхла пăхма тытăнтăмăр.

А.ЕЖЕРГИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика