АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн паракансен йышĕ ỹсет

22 марта 2014 г.

Юн паракан çын ырă ĕç тăвакан тесе калас килет, мĕншĕн тесен шăпах вĕсен юнĕ çын пурнăçне çăлса хăварма, вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу пама май парать. Пирĕн районта та юн паракан чылайăн. Предприятисемпе организаци ĕçченĕсем, уйрăм çынсем çак ĕçе хастар хутшăннине палăртма кăмăллă. Чылайăшĕ - хисеплĕ донорсем. Çак ята тивĕçме 40 хутчен юн е юн плазмине 60 хутчен памалла. Март уйăхĕн 17-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Донор кунĕ иртрĕ. Ăна Канаш хулинчи юн яракан станци тата районти тĕп больница ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Чи малтанах килнисем анкета çырчĕç, юн пусăмне тĕрĕслеттерчĕç, ятарлă тĕрĕслев витĕр тухма та ĕлкĕрчĕç. Донорсен йышĕнче аслăрах çулхисем те пур. Уйрăмах вара çак ĕçе çамрăксем хастар хутшăнаççĕ. Сăмах май каласан, март уйăхĕн 11-мĕшĕнче Раççейре "Çул çитнĕ донорсен кунĕ" акци старт илнĕ. Донор пункчĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче ĕçлеççĕ.

- Юн парас текенсем йышлă паян, уйрăмах вĕрентекенсем, медработниксем, полици ĕçченĕсем чылайăн пулнине палăртмалла. Сăмахран, Татьяна Иванова педагог кашни донор кунне хутшăнать. Пурĕ 112 çын юн пачĕ, - терĕ Антонина Витальевна Демина медсестра.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика