АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕ те хутшăннă

22 марта 2014 г.

 Мартăн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Кремльте Крым Республики тата Севастополь хули Раççей Федерацийĕн тытăмне йышăнма ыйтнă май Раççей Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Думин депутачĕсен, Федераци Канашĕн членĕсен, Раççей регионĕсен ертỹçисен тата граждан обществин представителĕсен умĕнче тухса калаçнă çĕре хутшăннă. Раççей патшалăхĕн пуçлăхĕ Крым Республикинче мартăн 16-мĕшĕнче иртнĕ референдум пĕтĕмлетĕвĕсене юридици тата политика тĕлĕшĕнчен хакланă, Раççей Федераци Пухăвне РФ тытăмне çĕнĕ 2 субъекта - Крым Республикипе Севастополь хулине - йышăнасси çинчен документсен пакетне парассине пĕлтернĕ. РФ Президенчĕ тухса калаçнă хыççăн Раççей Федерацине Крым Республикине йышăнассине тата Раççей Федерацийĕнче çĕнĕ субъектсем йĕркелесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла пĕлтернĕ: - РФ Президенчĕ Владимир Путин тухса калаçнă хыççăн пуçтарăннисем чăннипех савăнни палăрчĕ. Çакна сăмахсемпе каласа кăтартма та йывăр. Залра Крым, Севастополь çыннисем ялавсемпе тăчĕç. Нумайăшĕ савăнăçне пытармасăр куççульленчĕ те. Раççей Федерацийĕн тулашĕнче пурăнакан вырăссем вĕсене йывăр вăхăтра ал парса пулăшакансем пуррине çирĕп туйрĕç. Раççей хăвачĕ вăйланать, унăн авторитетлăхĕ ỹсет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика