АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комбайн тухăçлă ĕçлетĕр

29 марта 2014 г.

 Мартăн 26-мĕшĕнче "Промтрактор" АУО производство корпусĕнче пĕрремĕш комбайна пухса пĕтернĕ ятпа пысăк уяв иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле çĕр-шывăн Промышленноçпа суту-илỹ министерствин Транспортпа ятарлă машиностроени департаменчĕн директорĕ Александр Морозов ертсе пыракан делегаци тата ыттисем те хутшăннă. М.Игнатьев производство линине кĕске вăхăтрах хута ярса пĕрремĕш комбайна хăвăрт пуçтарма пултарнăшăн завод ертỹçисене, акционерсене тав тунă. Районсемпе хуласен пуçлăхĕсене машина-трактор паркне çĕнетме майсем лайăхланнине, инçе çула тухмасăр Шупашкартах тивĕçтерекен хакпа паха комбайн туянма май пуррине систернĕ. АГРОМАШ бренчĕпе (халăх хапăллакан çĕнĕ тавар) Красноярскăн Шупашкарта çĕнĕрен çуралнă "хир карапĕ" чăнласах илĕртỹллĕ те мăнаçлă. Çакăн йышши техника çинчен механизаторсем вун-вун çул каяллах ĕмĕтленнĕ. Двигателĕ 250 лаша вăйĕллĕ. Хакĕ тивĕçтерет - 4 млн тенке яхăн. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, кĕрпе тумалли культурăсене, хĕвел çаврăнăша, курăк, соя вăррисене тỹрех вырса та, вырса пăрахнине те çапса тĕшĕлесе пуçтарма пултарать. Ĕç тухăçлăхĕ сехетре 12-14 тоннăпа танлашать. Çулу такăр пултăр, чăваш комбайнĕ!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика