АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2016 çулта çырав иртет

29 марта 2014 г.

Раççей Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртет. Çитме йывăр, инçе вырнаçнă ялсенче ăна сентябрĕн 15-мĕшĕпе ноябрĕн 15-мĕшĕччен йĕркелеççĕ. Статистика кăтартăвĕсем 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăхĕнче лару-тăру мĕнле пулнине палăртĕç. Пирвайхи кăтартусене 2017 çулхи IV кварталта, 2018 çулхи IV кварталта çырава ятарлăн пĕтĕмлетеççĕ. Çыравра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен хуçисене, çакăн пек çĕрсене тара илекенсене, выльăх-чĕрлĕх тытакансене, техникăна шута илĕç. Унпа килĕшỹллĕн республикăри ял хуçалăх тытăмне хак парса малашнехи экономика аталанăвĕн программине палăртĕç. Пĕрремĕш хут ял хуçалăх çыравĕ 2006 çулта иртнĕ. Çĕршывра 60 пине яхăн ял хуçалăх организацийĕпе предприятине, 32 пин уйрăм предпринимателе, 253 пин ытла фермер хуçалăхне, 23 миллион хушма тата уйрăм хуçалăха, 80 пин ытла сад, пахча, выльăх-чĕрлĕх тата коммерциллĕ мар пĕрлешĕве шута илнĕ. 2006 çулхи çырав хыççăн Чăваш Енре 1 пин ытла ял хуçалăх организацине, 2 пин ытла фермер хуçалăхĕпе уйрăм предпринимателе, 733 коммерциллĕ мар пĕрлешĕве, 270 пин хушма хуçалăха тата ытти уйрăм предпринимательсене, вĕсенчен 235 пинĕ яллă вырăнсенче, шута илнĕ. Çырав йĕркелени аграри политикин тухăçлăхне ỹстерме пулăшать.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика