АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçăннă ĕçе вĕçне çитерни аван

29 марта 2014 г.

Иртнĕ эрнере районта информаци кунĕ иртни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Шупашкар хулинчен тĕрлĕ сферăри ертỹçĕсемпе специалистсем районта пулчĕç, кунта пурăнакансемпе тĕл пулчĕç, тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç. РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн Л.Л.Лебедевăн пулăшуçи, Чăваш Енри представителĕ Михаил Иванович Федотов та Каçал тăрăхĕнче пулчĕ. Информаци кунне кĕртнĕ ыйтусене - Чăваш Республикинчи демографие аталантармалли тĕллевлĕ программăна 2013 çулта пурнăçланине, муниципаллă пĕрлешỹсен территорийĕсенче çĕр участокĕсене инвентаризацилессине, уйрăм категорири граждансене кил-çуртпа коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлеме социаллă пулăшупа тивĕçтермелли мерăсем çинчен, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ĕçсене пурнăçласси, çурхи шыв-шур тапхăрне хатĕрленесси тата территорисене тирпейлесе тасатасси, хăтлăх кỹресси çинчен - вăл тарăннăн çутатса пачĕ. Районти лару-тăрупа та паллашрĕ.

- Михаил Иванович, умра çур аки, ял çыннисемшĕн хĕрỹ вăхăт, мĕнлерех хаклатăр ăна?

- Каçал тăрăхне эпĕ чылайранпа пĕлетĕп. Кунта ĕçчен, маттур çынсем пурăнаççĕ. Ял хуçалăхĕ лайăх аталанать. Çынсем ĕçе пуçăнсан ăна вĕçне çитереççĕ. Унчченхи пекех, "Восток", "Рассвет", "Труд" ЯХПК-сем, "Урожай" колхоз паян та ура çинче çирĕп тăраççĕ. "Слава картофелю" агрофирма çĕр улмипе, ытти пахча çимĕçпе тухăçлă ĕçленипе паллă. 2014 çулта республикипе, сăмахран, акăнакан лаптăк 570 пин гектар йышăнĕ (2013 çулпа танлаштарсан 20,7 пин гектар ытларах), çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 276,5 пин гектар (2013 çулхинчен 104,6 процент), çĕр улми - 41,5 пин гектар (104,6 процент). Каçалсем кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15743 гектар çинче акма палăртнă. Çĕр улмине 1413 гектар çинче çи-тĕнтерĕç, ытти пахча çимĕç культурисен лаптăкĕ те сахал пулмĕ. Кăçал кĕр калчисем лайăх хĕл каçнине палăртаççĕ специалистсем. Паянхи тĕп ĕç - вăрлăха кондицие лартса çитересси, им-çампа çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ таран хатĕрлесси. Паянхи куна, сăмахран, республикипе вăрлăхăн 69 проценчĕ кондициллĕ пулсассăн, сирĕн районта ку кăтарту 66 процентпа çеç танлашать. Палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçласассăн çур аки лайăх иртмелле. Тухăç илесси вăрлăх пахалăхĕнчен, ăна апатлантарнинчен, пăхнинчен нумай килет.

- Чăваш Республикинче муниципалитетсен пушă выртакан тата хуçасăр çĕрĕсене инвентаризацилесси - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ăна мĕнлерех йĕркелеççĕ?

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çак ĕçе 2 çул хушшинче вĕçлеме палăртнă. Ăна икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ. Пĕрремĕшĕнче медиаплансем çирĕплетеççĕ, пушă выртакан çĕрсене палăртма план-график, ĕç комиссийĕсене, ушкăнĕсене хатĕрлеççĕ. Иккĕмĕшĕнче - тивĕçлĕ документсем пулсан та, анчах çĕрпе тĕллевлĕ усă курмасан, йĕркене пăхăнман тĕслĕхсем пулсассăн, суд йĕркипе татăлма ыйту çĕклеççĕ. Çавăнпа та ку енĕпе уйрăмах йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Муниципалитет пурлăхне приватизацилесси те çирĕп. 2014 çулта муниципалитет пурлăхĕн 199 объектне, çав шутран муниципалитетăн 14 унитарлă предприятине, хуçалăх обществисен 4 пуххине, куçман пурлăхăн 182 объектне приватизацилеме палăртнă. Муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли программăна пурнăçлассипе Комсомольскисем лайăх ĕçлекенсен йышĕнче.

- Пушартан, шыв объекчĕсенчи инкекрен, чрезвычайлă лару-тăрăва сирессине, халăха асăрхаттарассине мĕнлерех пурнăçламалла-ши?

- Вăхăтра асăрханманни, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнманни инкек патне илсе çитерет. Уйрăмах халĕ, çуркунне, шыв объекчĕсем патĕнче тимлĕ пулмалла. Ачасене шыв вăйлă каякан вырăнсене, кỹлĕсем патне çỹремелле марри пирки ăнлантарса памалла, калаçусем йĕркелемелле. Чăваш Республикинче кăçал çеç асăрханусăр пулнипе пушарсенче 5 ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Куншăн, паллах, аслисем айăплă.

- Михаил Иванович, эсир сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан çын. Çавăнпах пирус туртакансене хытах сивлетĕр, ку енĕпе сахал мар ĕç пурнăçлатăр.

- Пирус туртни çын организмне пысăк сиен кỹрет. Юлашки çулсенче аслисем çеç мар, çамрăксем те унпа ытларах туслашрĕç. Çавăнпа та шăпах ачасене пирус сиенĕнчен хăтарас, пулăшас тесе ятарлă проектсем хатĕрлетпĕр. Унпа килĕшỹллĕн пирус тĕтĕмĕсĕр территорисем туса хурас енĕпе ĕçлетпĕр. Вĕренекенсемпе, педагогсемпе, çамрăксемпе тĕл пулусем час-часах йĕркелетпĕр. Тĕслĕхрен, кăçалхи июнь уйăхĕнче вăя кĕрекен саккунпа килĕшỹллĕн, малашне сигаретсене витринăсем çинчен сутмаççĕ, вĕсене ятарлă прайс-листпа сĕнĕç. Унпа пĕрлех обществăлла вырăнсенче, барсемпе кафесенче, ресторансенче пачах сигарет туртма чарĕç. Йĕркене пăсакансем 500-1500 тенкĕ штраф тỹлĕç. Йĕрке çирĕп пулнăран туртакансен йышĕ чакасса шанатпăр. Ку енĕпе эпир малашне татах та вăйлăрах ĕçлĕпĕр: ятарлă рейдсем, тĕрĕслевсем ирттерме палăртатпăр. Каçал тăрăхĕнче пурăнакансене те сывă пурнăç йĕркипе пурăнма чĕнсе каласшăн. Сирĕн кунта "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ пур, бассейна çỹрĕр, çуран чупăр, велосипедпа ярăнăр, ăмăртусене хутшăнăр.

- Тавах Сире калаçушăн.

А.ЕФРЕМОВА калаçнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика