02 апреля 2014 г.
ЧР районсем хушшинчи следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕн ертỹçи Р.Н.Шайхалов массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе, Шăмăршă тата Патăрьел рай-онĕсен çар комиссариачĕн специалисчĕсемпе тĕл пулнă. Унта уйрăмăн ертỹçи Р.Шайхалов журналистсене çара каяссинчен пăрăнакан яшсем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсем пирки каласа панă. Чăваш Республикинче 2013 çулта çара каяссинчен пăрăнакансем тĕлĕшпе 25 уголовлă ĕç пăхса тухнă (2012 çулта - 14, 2011 çулта 38 ĕç пулнă). Кăçал 12 уголовлă ĕç пуçарнă, пĕлтĕр çак вăхăтра 8 ĕç пулнă. ЧР районсем хушшинчи следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕ çар ретне тăма килĕшмен яшсем тĕлĕшпе пурĕ 19 уголовлă ĕç пăхса тухнă. Патăрьел районĕнче 12 çынна, Шăмăршăран - 3 çынна, Комсомольскипе Елчĕкрен 2-шер çынна явап тыттарнă. Унчченхи çулсенчи пекех, яшсем палăртнă вăхăта çар комиссариатне килмеççĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухмаççĕ, тарса çỹреççĕ. Сăлтавĕ - каччăсем çара каяссинчен пăрăнас шутлă пулни. Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 328-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн çара каяссинчен пăрăнакансене 2 çула ирĕк прависĕр хăварма, 200 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ тата икĕ çул ĕçлеттерме йышăну кăлараççĕ. Сăмахран, Шăмăршă ялĕнче пурăнакан яша пĕрре анчах мар алăран повестка панă, çар комиссариатне чĕннĕ. Анчах та вăл палăртнине пурнăçламан. Çара каяссинчен пăрăннăшăн ăна 40 пин тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă. Ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарса ĕçе суда янă. Кашни каччă вăхăт çитсен çара кайма тивĕç. Çавăнпа та сăлтав çук çĕртенех тарса çỹрени килĕшỹсĕр. Суд тенкелĕ çине ларса явап тытиччен, штраф тỹличчен çара кайса килни вырăнлăрах.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"