АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ертỹçĕсем ĕçре те, спортра та хастар

02 апреля 2014 г.

Юлашки çулсенче Чăваш Республикинчи "Урожай" физкультурăпа спорт обществи ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертỹçисем хушшинче волейбол тата футбол ăмăртăвĕсем йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Çавна май март уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăнтăр кустра пурăнакан ертỹçĕсен командисем мини футболла выляса вăй виçрĕç. Пирĕн район команди финала тухма пултарчĕ. Мартăн 29-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче йĕркеленĕ ăмăртура вĕсем республикăра чи маттур вылякансемпе вăй виçрĕç. Хĕрỹ тупăшăва пурĕ 7 команда хутшăнчĕ. Комсомольскисем пĕлтĕрхи чемпионсенчен Канашсенчен 2:1 шутпа, ЧР Ял хуçалăх министерствин командинчен 5:2 шутпа выляса илчĕç. Пĕрремĕш тĕл пулура Етĕрнесене 2:0 шутпа парăнтарчĕç пулсан та финалта Етĕрнесене çĕнтерме вăй çитмерĕ. Комсомольскисем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. М.Буслаев ("Слава"), Р.Мансуров ("Дружба"), В.Михеев ("Восток"), Н.Мифтахутдинов ("Алга"), В.Макаров ("Заря"), Н.Иванов ("Луч"), В.Никифоров ("Рассвет"), Р.Шарафутдинов ("Труд"), Н.Самарин (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем чăннипех ăсталăхпа палăрчĕç. Вĕсем ĕçре çеç мар, спортра та чи маттуррисем. Михаил Буслаев - "Чи лайăх вратарь", Ремис Мансуров "Чи ăста тапăнса вылякан" ята тивĕçрĕç. Хапхана тапса кĕртнĕ 10 çăмхаран Ремис Мансуров - 7 çăмха хуçи. Ертỹçĕсене çĕнтерỹпе саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.

И.МИННЕТУЛЛИН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика