АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çĕрте те пултаруллă

02 апреля 2014 г.

 Иртнĕ эрнере районти культура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен сектор заведующийĕ В.Васильев уçрĕ. "Культура йăли-йĕркине упраса ăна аталантарас енĕпе тăрăшакансене тав тăватăп, уяв ячĕпе саламлатăп", - терĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Афанасьев культурăра тăрăшакансене саламласа малашне те ăнăçу, вăй-хал сунчĕ. Чи пултаруллисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Н.Антонова, В.Данилова, Т.Морозова, Е.Сорокина ЧР Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствин, А.Тимофеев, Л.Филиппова, В.Ванюркин, Е.Просвирнова район администрацийĕн, Е.Хораськина, В.Кокшин культура тата архив ĕçĕсен секторĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Михаил Романович культурăра ĕçлекенсен ĕçĕ чыслă та пархатарлă пулнине, культура шайĕ çулран-çул малалла аталанса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Ĕçченсене Хирти Сĕнтĕр тата Асанкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Г.Ефремов, Н.Карпов саламларĕç. Пухăннисене культурăпа кану центрĕн юрăçисем, искусство шкулĕн ташăçисем кон-цертпа савăнтарчĕç. Фойере йĕркеленĕ алă ĕçĕсен выставкипе те куракансем кăсăкланса паллашрĕç. "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче спорт меро-приятийĕсем йĕркелени те хаваслă пулчĕ. Ĕçченсем юрă-ташăра çеç мар, спортра та маттур иккен. Вĕсем шывра ишсе, волейболла выляса, дартсра, вырăнтан тăршшĕне сиксе вăй виçрĕç. Волейболра Хиртисĕнтĕрсемпе Кайнлăксен команди пĕрремĕш пулчĕ, Хырхĕррисемпе Асанкассисем - иккĕмĕш, Чĕчкенсемпе Урмаелсем виççĕмĕш вырăнсенче. Шывра ишес енĕпе Цветана Моторинана (Тукай) çитекенни пулмарĕ. Ю.Федорова - иккĕмĕш, А.Кокшина (Комсомольски) - виççĕмĕш вырăнта. Савăнăçлă уяв йĕркелесе панăшăн пурне те тав тăватăп.

Т.Григорьева.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика