АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджета туллин пурнăçланă

02 апреля 2014 г.

2013 çулхи Чăваш Енĕн консолидациленĕ бюджечĕн тупăш пайне 43 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă - палăртнин 100 проценчĕ чухлĕ. Çав шутра хамăрăн тупăш тỹпи 28 млрд тенке яхăн - ку кăтарту ỹсĕмлĕ. Укçан курăмлă пайĕпе ĕç укçине пысăклатма усă курнă, Министрсен Кабинечĕ пĕлтĕр шалу ỹстерес ыйтусемпе кăна тăватă йышăну кăларнă, çак тĕллевпе 1,9 млрд тенкĕпе усă курнă. Пĕтĕмпе вара ĕç укçи валли 14 млрд тенкĕ янă, çакă бюджетăн 31,7: пулать. Отрасльсем тăрăх илес тĕк - вĕренỹ валли бюджетăн 25,6: уйăрнă, социаллă политика валли - 20,9:. "Наци экономики" статьяпа 15,3: тăкакланă, сывлăх сыхлавне 17,8 процент панă. Ялсенче пурăнакансен вырăнти пуçарăвĕсене грантпа республика бюджетĕнчен пулăшмалли правилăсемпе вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов паллаштарнă.-Ку грантсем - ялсен çирĕп аталанăвне тивĕçтермелли программăра палăртнă çĕнĕлĕх. Укçапа ялсенче кану,туризм вырăнĕсем йĕркелеме, ал ăсталăхне аталантарма, çавнашкал ытти тĕллевпе усă курма юрать. Грант виçи 2 млн тенкĕрен иртмелле мар. Унăн 60: республика бюджетĕнчен уйăраççĕ, 15: - ял тăрăхĕн, ыттине пуçаруçăн хăйĕн хывмалла. Общество аталанăвĕпе суту-илỹ сферинчи патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсене шалу тỹлемелли положение çирĕплетнĕ. Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ пысăк мар икĕ çĕр лаптăкне М-7 автоçула реконструкцилемешкĕн тата транспорт хатĕрĕсен виçине тĕрĕслемелли стационар тумашкăн куçарассине хăвăрт татса панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика