АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр тыррисене апатлантараççĕ

02 апреля 2014 г.

 Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕрхи культурăсен лаптăкĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарма тытăннă. Çанталăк çĕрле самай шăнтни, кăнтăрла та вăйлах ирĕлтерменни ĕçе пахалăхлă тума май парать. Механизаторсем ирех ĕçе кỹлĕнеççĕ. Пуçласа уя "Слава картофелю" агрофирмăра тухнă. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем 408 гектар çинчи кĕр тыррисене минераллă удобренисемпе апатлантарнă. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕсем те уя тухнă. Вĕсем 240 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. "Слава", "Восток" ЯХПКсем, "Сюрбеево" ООО-ра палăртнă ĕçе 100-шер гектар çинче пурнăçланă. "Рассвет" хуçалăхра - 154 гектар, "Дружбăра" 200 гектар кĕр тыррисене апатлантарнă. Пурĕ районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче 4568 гектар çинче кĕр тыррисене минераллă удобренисемпе апатлантарса хăвармалла. Çавăн пекех нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарма пуçланă. "Рассвет" хуçалăх 20 гектар çинче, Атласкинăн фермер хуçалăхĕ 130 гектар çинче асăннă ĕçе пурнăçланă. "Урожай" колхоз 280 тонна çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларнă. Çавăн пекех колхозра çурхи тĕш-тырă культурисен вăрлăхне 43 тонна им-çамланă. Ку енĕпе "Слава картофелю" агрофирмăра та çине тăрсах ĕçлеççĕ. Вĕсем 70 тонна вăрлăха имçамланă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика