АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕсем курăмлă, тĕллевĕсем пысăк

05 марта 2014 г.

Район территорийĕнче суту-илỹ пысăк хăвăртлăхпа аталанни куç кĕрет. Центрта çĕнĕ магазинсем хута кайни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Магнит", "Пятерочка", тин çеç уçăлнă "Сахарок" суту-илỹ тата уйрăм çын магазинĕсенче тавар ассортименчĕ пысăк. Туянакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме пĕтĕм услови пур. Ăçта меллĕ, халăх çавăнта çỹрет. Çавăнпа та ытти магазинсен те кун-çул уттинчен юлмасăр аталанмалла. Чи малтанах çакă райпо лавккисене пырса тивет. Вĕсем вара паянхи кун çирĕп аталанакансен йышĕнче тесен йăнăш пулмасть. Çăмăл килмест пулин те пуçа усмаççĕ. Çĕнĕ технологисемпе усă курса малалла вăй илсе тăрăшаççĕ. Çакна иртнĕ эрнере райпори уполномоченнăй пайщиксен пухăвĕнче асăннă цифрăсемпе фактсем те çирĕплетеççĕ. Анлă пухăва райпо правленийĕн председателĕ, район пуçлăхĕ Евгений Карпеев уçрĕ. Евгений Иванович 2013 çулта епле ĕçленипе туллин паллаштарчĕ. Паянхи куна райпо тытăмĕнче 424 çын вăй хурать. Вĕсенчен чылайăшĕ - пысăк опытлă ĕçченсем. 25-40 çул ĕçлекенсем те сахал мар. Ĕçченсен вăтам шалăвĕ - 13538 тенкĕ, çакă 2012 çулхипе танлаштарсан 1771 тенкĕ ытларах. Пĕлтĕр "Сеньора" пиццерие, "Мясная лавка" магазина хута янă, районти "Гастроном", "Сельхозпродукты", "Мир продуктов", Урмаелĕнчи, Тукай Мишерĕнчи суту-илỹ точкисене тата аптекăна автоматизациленĕ. Апатлану точкисем валли çеç 2 миллион тенкĕлĕх оборудовани туяннă, суту-илỹ оборудованийĕсем çине 5 миллион тенкĕ тăкакланă. Район центрĕнче, Нĕркеçре, Шурутра, Урмаелĕнче "Акконд" кондитер фабрикин суту-илỹ точкисем уçăлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Торговый дом" суту-илỹ çурчĕ 2012 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр 3 миллион тенкĕлĕх тавар ытларах сутнă. Çавăн пекех Хырай Ĕнел, Тукай, Çĕнĕ Шăхран ялĕсенчи магазинсен тупăшĕ те курăмлă. Хатĕрлев кантурĕ пĕлтĕр 141 тонна аш-какай, 1220 тонна сĕт туяннă. Унпа пĕрлех вара ĕçченсем 295 тонна пахча çимĕç, 250 тонна çĕр улми, 1603 тонна тĕш-тырă хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах пĕлтĕр 2012 çулхинчен алкоголь продукцине 2 миллион та 200 пин тенкĕлĕх, çунтармалли-сĕрмелли материала 500 пин тенкĕлĕх сахалрах сутнă, суту-илỹ точкисенчи таварсене кредитпа сутасси те 270 пин тенкĕ чухлĕ чакнă. Çакă районта конкуренци пысăккипе çыхăннă. Çавăнпа та вĕсем кăçал çĕнĕ проектсене хута яма, магазинсене юсаса çĕнетме, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма планлаççĕ. 2014 çулхи тата 2017 çулчченхи плансемпе райпон тĕп экономисчĕ Э.Артемьева паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, çак çулсенче тавар çаврăнăшĕ те палăрмаллах ỹсмелле. Кăçал сĕт тирпейлекен цех тума, суту-илỹ 4 точкине автоматизацилеме, çăкăр-булка пĕçерекен çĕнĕ йышши кăмакасем туянма палăртаççĕ. Тĕп бухгалтер С.Ф.Кокорева 2012 - 2103 çулсенчи ĕç-хĕлпе, ăçта, хăçан, мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкакланипе туллин паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев та район шайĕнче райпо япăх мар ĕçленине, халăха кирлĕ, паха таварпа вăхăтра тивĕçтернине асăнса хăварчĕ. Паянхи пурнăç ыйтнă пек аталанма вăй çитернĕшĕн, магазинсене юсаса çĕнетнĕшĕн, тавар ассортиментне ỹстерсе пынăшăн, çĕннисене хута янăшăн тав турĕ. Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.М.Павлов Комсомольски райповĕ республикăра, Раççей шайĕнче малтисен йышĕнче пулнине палăртса хăварчĕ. - Республикăра ытти регионсенчен килнĕ суту-илỹ сечĕсем çав тери пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ. Вĕсемпе пĕр шайра пулма йывăр. Апла пулин те палăртнине пĕлсе, вăхăтра пурнăçласан ĕçсем япăх мар пулмалла. Чи малтанах магазинсене автоматизацилени, тавар ассортиментне ỹстерни, кашни ĕçчен хăçан, мĕн тумаллине пĕлсе тăрăшни, кирлĕ тавар сĕнни пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çавăн пекех республикăра курттăм суту-илĕве пысăк хăвăртлăхпа аталантарма планлатпăр. Ку енĕпе ĕçе пуçăннă, пĕлтĕр "Центркооп" таварсене пысăк партипе туянма пуçланă. Эпир пĕр çемье, пирĕн пĕр-пĕрне пулăшса, ал парса ĕçлемелле, - палăртрĕ Валерий Михайлович. Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетỹсемпе Комсомольски райповĕ япăх мар ĕçленĕ. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн Валерий Павлов Чăвашпотребсоюз Канашĕн Хисеп хучĕсене парса чысларĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика