05 марта 2014 г.
Февралĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн актовăй залĕнче районти вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлакан органсен ветеранĕсен совечĕн анлă канашлăвĕ иртрĕ. Мероприятие Ю.С.Тимофеев ертсе пычĕ. Чи малтанах район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен ертсе пыракан специалисчĕ О.Карсакова районти шкулсенче патриотизмла воспитани парас енĕпе тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех канашлура район администрацийĕн ветерансен совечĕн председателĕ П.Баринов, "Искра" колхозăн ветерансен совечĕн председателĕ Л.Макарова, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн призывниксемпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Венедиктов тухса калаçрĕç. Канашлура В.Пундяков, Н.Хайруллов, В.Белков, Н.Максимов, И.Семенов кирлĕ сĕнỹсем пачĕç, малашнехи тĕллевсене тишкерчĕç.
Ю.ТИМОФЕЕВ
Источник: "Каçал Ен"