05 марта 2014 г.
Кашни çулах пирĕн район çыннисем, хăнасем Вырăс хĕлне савăнăçлă лару-тăрура ăсатса яма район центрне пуçтарăнаççĕ. Кăçал ăна мартăн 1-мĕшĕнче йĕркелерĕç. Мероприятие район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин уçрĕ, пурне те савăк кăмăл сунчĕ. Пухăннисене саламласа район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев сăмах каларĕç, ырлăх-сывлăх тата ăнăçу сунчĕç. Ун хыççăн пухăннисем райцентра вырнаçтарса лартнă "çăварни карчăкки" тавра пухăнчĕç, ăна чĕртсе çунтарчĕç, йĕри-тавра карталанса юрăсем юрларĕç. Чирлĕ çын ака-суха тума пултарайманнине асра тытса "Чир-чĕр кайтăр!" - тесе кăшкăрчĕç. "Килĕр, килĕр, савнă хăнасем, аякри те, çывăхри туссем! Уява уяв пекех тăвар, юр юрлар, пĕрле тăрса ташлар!" - йыхравларĕç программăна ертсе пыракан Лариса Носова, Нина Антонова тата Валентина Тимофеева. Ун хыççăн "Кĕтне" кафе умĕнчи вăхăтлăх сцена çинче концерт пуçланчĕ. Вырăс халăх тумĕсене тăхăннă, вăрăм çỹçеллĕ çăварни тутăрĕсене çыхнă культура тытăмĕн ĕçченĕсем пуçтарăннисене савăк кăмăл парнелесе юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç. Ял поселенийĕсен артисчĕсенчен сцена çине чи малтан Александровкăсем "Разбросала косы русые рябина", "Покуролесим", "Юман ларать кашласа" юрăсемпе тухрĕç. Ун хыççăн Кайнлăк ял тăрăхĕнчен килнĕ культура тытăмĕн ĕçченĕсем "Атьăр юрлар", "Тăванран хакли çук" юрăсемпе куракансен чĕрисене тыткăнларĕç. Çавăн пекех Л.Козловăпа А.Кузьмин ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ те сцена çинче пултарулăхне кăтартрĕ. Йỹç Шăхальсем уява пуçтарăннисене "Тур лашине кỹл-ха", "Юри-юри килтĕм эп юрлама" юрăсемпе савăнтарчĕç. Параппанпа панлаттарни те вĕсен номерĕсене хăйне евĕр илем кỹчĕ. В.Павлов (Элпуç) ертсе пыракан ушкăн пухăннисене "Тăванпа савăнар" юрă-ташă композицийĕпе паллаштарчĕ. Куракансене уйрăмах А.Кокшина йĕркеленĕ "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕ шăрантарнă "Капелька", "Ах, савни" юрăсем килĕшрĕç, вĕсем хĕрсене тав туса нумайччен алă çупрĕç. Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнчен килнĕ юрăçсен ушкăнĕ вырăс халăх юррисене юрларĕ. Хырхĕррисем "Шăнкăртатса çырма юхать" юрра юрласа, такмаксем шăрантарса уява пухăннисен кăмăлĕсене çĕкле-рĕç. Ман шутпа, Наталья Макаренковăпа Ирина Николаева шăрантарнă "Любимый мой" тата "Колечко" юрăсем çуркуннене кĕтсе илме райцентра пухăннисен чĕрисенче нумай вăхăта юлĕç. Вĕсем хыççăн Урмаел ял тăрăхĕн юрă ăстисем пултарулăхне кăтартрĕç. Аслă Чурачăксем вара уяв программине "Каяссăм килет хура вăрманне", "Чăнах лайăх чĕн йĕвен" юрăсемпе, "Хĕрсен ташши" композиципе илем кỹчĕç. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕ уява пухăннисене хăйсемпе пĕрле "Куккукăм сана", "Сăри кăпăкланать" юрăсене юрлама йыхравларĕ. "Шăратаççĕ хитре юрăсем, илĕртеççĕ чуна сассисем. Вĕсем мар-и садри шăпчăксем? Маттур çав Асанкасси хĕрĕсем!" - çакăн пек сăмахсемпе кĕтсе илчĕç Асанкасси ял тăрăхĕн юрă-ташă ăстисене. Концерта Тукай ял тăрăхĕн артисчĕсем вĕçлерĕç. Уявра шăраннă юрăсем куракансен чунĕсенче ăшă туйăм çуратрĕç, хаваслăх парнеле-рĕç. Программăна çỹллĕ шайра хатĕрленĕ, кунта, паллах, Лариса Носова режиссерăн тата районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен тỹпи пысăк. Çуна кỹлсе илемлетнĕ лашасемпе катаччи чупни уява тата та ытларах хаваслăх кĕртрĕ. Акă, Элпуç ял тăрăхĕнчен çитнĕ Геннадий Орлов "Дружба" ял хуçалăх производство кооперативĕн кỹлнĕ лашипе уява килнисене ярăнтарчĕ. Райпо ĕçченĕсем, уйрăм предпринимательсем пуçтарăннисене техĕмлĕ шашлăк сĕнчĕç. Шел пулин те, уявра урамра икерчĕпе сутă тăвакан сахал пулни кăмăла хăварчĕ. Çăварни кунĕнче икерчĕпе, вĕри чейпе сăйланса ăшăнас текенсем те пурччĕ. Çакна малашне асра тытасса шанас килет. Вырăс хĕлне ăсатасси спорт ăмăртăвĕсемсĕр иртменни каламасăрах паллă. Çак кун район çыннисем тата хăнасем тĕрлĕ тупăшура хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Кире пуканĕ йăтас енĕпе ирттернĕ турнир Каçал тăрăхĕнче пăхаттирсем чылай пулнине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех армспортра, волейболта, футболта тата ытти вăйăсенче спортсменсем ăсталăхне кăтартрĕç. Çĕнтерỹçĕсем Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçрĕç. Уявра ватти те, вĕтти те кăмăл туличчен савăнчĕ.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"