19 января 2013 г.
«Антимаст ПСН-форте», «Антимаст ЛН-форте», «Антимаст ОСЗН-форте», «Мастисан — А», Мастисан — Е» ятлă препаратсене ас туса юлма сĕнеççĕ Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн специалисчĕсем. Асăннă эмелсене регистрацилеменни çиеле тухни пирки пĕлтереççĕ управленире. Çапах та вĕсене Раççей территорийĕнче сутлăха кăларнă-мĕн. Çак препаратсене «БиАгро» суту-илÿ çурчĕ» ООО (Владимир хули) кăларать.
Ĕне выльăх тытакансем, тимлĕрех пулăр. Управлени ĕçченĕ Оксана Викторова каланă тăрăх, вĕсене Чăваш Республикинче те сутаççĕ.
Ятарлă тĕрĕслевсем ирттермесĕр сутнă эмелсен усси пуласси питĕ иккĕленÿлли каламасăрах паллă. Сиен кÿмесен юрать-ха.
Аптекăра е лавккара çак препаратсене курсан управление шăнкăравласа пĕлтерсен аван пулĕччĕ.
Источник: "Каçал Ен"