АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕнче 30 çула яхăн ĕçленĕ хыççăн – сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче

19 января 2013 г.

Пĕтĕмĕшле практика врачĕн Комсомольскинчи офисĕнче туслă коллектив тăрăшать. Вĕсен шутĕнче — Елена Агеева санитарка та. Вăл Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ÿснĕ. «Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлĕп тесе тĕлĕкре те тĕлленмен эпĕ,— пуçларĕ калаçăвне Елена Арсентьевна. — Атте-анне, ялта ĕмĕрĕпе тăрăшнăскерсем, мана та мĕн ачаран ял хуçалăхне юратма вĕрентнĕ».

Е.Агеева шкулта вĕреннĕ чухнех пĕлнĕ — вăл зоотехник пулать. Комсомольски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухма пикенет, виçĕ çултан зоотехник дипломне алла илет. Ун хыççăн ăна ятарлă направленипе «Путь Ильича» колхоза (Улатăр районĕ) ĕçлеме яраççĕ.

— Тĕп зоотехникра 25 çул ĕçлерĕм. Кирек мĕнле çанталăкра та ĕçе васканă. Выльăх-чĕрлĕх аптăрасан çур çĕр варринче фермăна тухса чупни те пулнă. 2004 çулта тăван района куçса килсе хваттер туянтăмăр. «Дубовка» ОООра зоотехникра 4 çул тăрăшрăм. 2009 çултанпа сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлетĕп,— паллаштарчĕ хăйĕн пурнăçĕпе малалла Елена Арсентьевна.

«Тăрăшуллă, ĕçчен» теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Елена Агееван тĕп тивĕçĕ — офисри пÿлĕмсенче, процедура кабинечĕсенче тирпей-тасалăх кĕртесси. Вăл хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ сывалма килнисем ун çинчен ырăпа кăна калаççĕ.

Мăшăрĕпе пĕр хĕр ача ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Света халĕ çемйипе Тутарстан Республикинче тĕпленнĕ. Агеевсен икĕ мăнук.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика