19 января 2013 г.
(Чăвашсен паллă писателĕ Хветĕр Агивер 70 çул тултарчĕ).
Куллен-кунах, ай, кун килет, кун килет.
Паянхи кун пек, ай, кун килмест, кун килмест.
Çуллен-çулах, ай, çул килет, çул килет.
Кăçалхи пек, ай, çул килмест, çул килмест.
(Чăваш халăх юрринчен).
Хветĕр Агиверпе хăçан паллашнине эпĕ халь ас тумастăп. Курасса ăна 1969 çулхи çуркунне курнăччĕ. Вырсарни кунччĕ. Район хаçачĕн сотрудникĕпе Петĕр Эреветпе эпир Комсомольскинчи аптекăн ун чухнехи йывăç çурчĕ умĕпе иртсе пыраттăмăр. Аптекăран иккĕн тухрĕç. Пĕри — Комсомольски районĕнчи эпир ĕçлекен хаçат редакторĕ Лаврентий Таллеров, теприне палламастăп.
— Коновалов Хĕветĕр, Лаврентий Васильевич кĕрÿшĕ. Чăвашрадиора ĕçлет, — пăшăлтатрĕ Эревет.
Пуç сĕлтсе сывлăх сунтăмăр, иртсе кайрăмăр. Ун чухне Федор Георгиевич псевдоним та илейменччĕ-ха. Пĕрремĕш сăвă кĕнеки — «Ешĕл хум» ятлăскер — 1970 çулта пичетленсе тухрĕ. Кайран унпа ал тытса паллашнă, тăтăш тĕл пулса тăнă. Хветĕр урăхран сăвă кĕнеки кăлармарĕ, калавсемпе повеçсем çырма пуçларĕ, ĕçлеме «Ялав» журнала куçрĕ. 1969 çул вĕçĕнче Федор Георгиевичăн арăмĕн тетĕшĕ Лаврентий Васильевич Таллеров та Шупашкарта «Коммунизм ялавĕ» хаçатра вăй хума пуçларĕ.
Çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче пысăк тапхăр манăн Чулхулари парти аслă шкулĕнче вĕренмелле пулчĕ. 1975 çулта Комсомольскинех таврăнтăм, райхаçат редакторĕнче ĕçлеме пикентĕм. Вăл вăхăтра кĕнеке вулама юратакансен обществи текен организаци пурччĕ. Мана обществăлла майпа çав кантурăн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ туса хучĕç. Республикăри организаци чăваш писателĕсемпе çыхăнса ĕçлетчĕ. Районсемпе хуласенче литература эрнисене ирттерессине те пĕрле туса пынă.
1977 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче чăваш писателĕсемпе искусство çыннисен пысăк ушкăнĕ Комсомольски районне килсе çитрĕ. Ушкăнра Хветĕр Агивер те пур. Çыравçăсемпе юрăçсем тата музыкантсем пилĕк кунра вун ултă коллективра пулчĕç, халăха савăнтармаллипех савăнтарчĕç. «Дружба» колхоза кĕрекен Хирти Мăратри клуб пуçлăхĕ Павлов темиçе хутчен те райхаçат редакцине кĕрсе писательсене хистесех хăйсен ялне пырса курма чĕнчĕ. Вĕсем патне кĕçнерни кун каçхине çитме сăмах патăмăр. Вăл çул çĕртме вĕçĕнче тăвăллă çумăрсем тăтăш пулчĕç. Шăпах кĕçнерни кун, каç кÿлĕм, тăвăл çаврăнса тухрĕ, йывăçсене хуçрĕ, электричество пралукĕсене нумай татрĕ. Тăвăл лăпланман, çумăр çума чарăнман пирки эпир Хирти Мăрата çитеймерĕмĕр.
Ирхине ирех, ĕçе кайичченех, килти телефон шăнкăртатма тытăнчĕ. Хирти Мăратран Павлов шăнкăртаттарать-мĕн, çĕрĕпех пире кĕтни пирки хыпарлать, пыманшăн ÿпкелешет.
Эрне кун, каç пуличченех, Хирти Мăрата çитрĕмĕр. Çил-тăвăл электричество пралукĕсене татнă пирки клубра çутă çук. Залра вуннăллă виçĕ краççын лампи çакнă. Халăх лăк тулли, ваттисем йышлă, çамрăк хĕрарăмсем кăкăр ачисемпе пырса ларнă. Литература каçĕ пуçланчĕ. Писательсем, юрăçсем пĕрин хыççăн тепри халăх умне тухаççĕ. Раиса Сарби хăйĕн «Хĕреслĕ çиçĕм» кĕнекинчи сăввисене вуласа пĕтерчĕ те, сцена çине Хветĕр Агивер тухрĕ. 1977 çул тĕлне унăн «Çапса çумăр çăвать», «Юр хĕвет», «Юрату сăмсахĕ» кĕнекисем библиотекăсене çитнĕччĕ ĕнтĕ. Унăн калавĕсемпе повеçĕсене халăх кăсăкланса вулатчĕ. Литература каçĕсенче Хĕветĕр хăйĕн «Ешĕл хум» кĕнекинчи сăввисене калама юрататчĕ. Акă, хальхинче те Агивер çак кĕнекере пичетленнĕ сăввисене хут çине пăхмасăр калама пуçларĕ. Залра шăп, шăна вĕçни те илтĕнмест. Сасартăк пĕр çамрăк хĕрарăмăн алăри ачи вăранса кайрĕ те кăшкăрса йĕрсе ячĕ.
— Чар ачуна, йĕртсе ан ларт! — харах турĕç залри карчăксемпе стариксем. Ача самантрах йĕме чарăнчĕ. Вăхăтлăха сассăр пулнă Хĕветĕр сăввине малалла калама пуçларĕ. Халăх клубран тул çутăласпа анчах саланчĕ.
Хĕветĕр — хамăр район çынни, Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кунтан тухнă писательсем тата та пур. Нĕркеç ялĕ «Гигант» колхоза кĕретчĕ. Анчах та колхоз председателĕ писательсемпе искусство çыннисене темшĕн юратсах каймастчĕ, ку колхоза кĕрекен ялсенче литература каçĕсем ирттернине эпĕ ас тумастăп.
— Эй, çав çынна! —тетчĕ Агивер колхоз председателĕ пирки сăмах хускатсан. Хăй çапах та кашни килмессеренех тăван ялне кайса курма ăнтăлатчĕ. Ара унта амăшĕпе пĕр тăван аппăшĕ тата амăшĕ пурăнатчĕç-çке-ха. Ашшĕне Хĕветĕр курман, вăл ывăлĕ çуралнă çуралман вăрçа кайса вилнĕ.
Çитмĕл—сакăр вуннăмĕш çулсенче эпир Николай Патман, Кашкăр Микули, Кузьма Турхан юбилейĕсене районти ялсенче Хветĕр Агивер хутшăннипе ирттертĕмĕр. 1979 çулхи кĕркунне Чулхулара пĕр уйăха яхăн пĕрле ăсталăха ÿстермелли курсра вĕренме тÿр килчĕ. Вĕренÿ тенĕрен, Хветĕр Агивер малтан Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ, сакăр вуннăмĕш çулсен варринче Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ литинститутра Аслă литература курсĕнчен вĕренсе тухнă. Эпĕ пурăнма Шупашкара куçса килсен, 1998 çулта, Мускаври социаллă университетăн Шупашкарти филиалĕн дипломне илчĕ.
Ĕçлеме тата пурăнма эпĕ Шупашкара 1991 çул вĕçĕнче килтĕм. Ун чухне Федор Георгиевич «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕнче ĕçлетчĕ, ăна Чăваш Республикинчи писательсен союзĕн правленийĕн председательне суйланăччĕ. 1992 çул валли Чăваш республикинчи писательсен союзĕ пĕр пус та укçа илеймерĕ. Бюджетран кăларса ăна обществăлла организацисен статусне пачĕç. Совет влаçĕ вăхăтĕнче правлени председателĕ, унăн çумĕ, яваплă секретарь, литература консультанчĕсем, бухгалтер, библиотекарь шалу илсе ĕçленĕ. Счет çине укçа куçми пулсанах вĕсем пурте ĕçрен пăрахса тухнă, Хветĕр Агивер пĕччен тăрса юлнă. Правлени ун чухне хальхи наци конгресĕн çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Коммуналлă предприятисен кантурĕсем çурта тытса тата ăшăтса тăнăшăн правленирен укçа шырама пуçланă. Тираж чакса пынă май «Тăван Атăл» журнал редакцийĕ те йывăрлăхсем тÿсме пуçланă.
(Вĕçĕ çитес номерте).
Источник: "Каçал Ен"