АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсен канашлăвĕ

19 января 2013 г.

Январĕн 17-мĕшĕнче районти культура тытăмĕнче ĕçлекенсем канашларĕç. Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе вĕсем ял поселенийĕсен сайчĕсенче культура пурнăçне çутатакан страницăсем пирки сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех патшалăхăн театр тата концерт учрежденийĕсен кăçалхи ĕç-хĕлĕ пирки те чарăнчĕç.

Кун йĕркин виççĕмĕш ыйтăвĕ 2013 çулти фестивальсемпе смотрсем çинчен пулчĕ. Паянхи кун районта халăх коллективĕ 6 ĕçлет. Çав ята çирĕплетес тесе кăçал «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ, В.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕ, халăх эстрадăпа кĕвĕ студийĕ, Çĕнĕ Мăратри халăх фольклор ансамблĕ (Тукай ял поселенийĕ) тата «Мишар» юрăпа ташă ансамблĕ (Урмаел) хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.

Юлашкинчен канашлăва хутшăннисем Елизавета Волковăна, Вагизя Гибатдиновăна, Александр Порфирьева юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç, вĕсене район администрацийĕн культура секторĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕç.

Районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ В.Курицына Е.Волковăна организацин Тав хучĕпе наградăларĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика