АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагог ятне çÿлте тытнă

16 января 2013 г.

«Ачасем вĕренÿре ĕлкĕрсе пыни педагогшăн чăн-чăн телей», — тет Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Воробьева.

Елена ÿссе çитсен кам пуласси çинчен пĕрре те пăшăрханман. Шкулта «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынăскер, 8 класс пĕтерсен Канашри педагогика училищине экзаменсăрах вĕренме кĕнĕ. «Паянхи кун та хамăн пĕрремĕш учитель уроксем мĕнле ирттерни куç умĕнче. Шăна вĕçни кăна илтĕнетчĕ. Паллах, паянхипе танлаштарсан, лайăх вĕренекенсен шучĕ самаях пысăкчĕ. Пурте тенĕ пекех вĕренÿ патне ăнтăлнă», — терĕ вăл.

Учитель дипломне алла илсен Е.Воробьева тăван яла таврăннă, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пуçламăш классен учителĕнче ĕçлеме пикеннĕ.

Шав пĕлÿ патне туртăнаканскер, 1991 çулта куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен те вĕренсе тухнă Е.М.Воробьева.

«Пирĕн вăхăтра пуçламăш классенче ачасем сахаллипе учительсем икĕ класпа ĕçленĕ. Уроксене хатĕрленсе библиотекăра çĕршер кĕнеке тупса вулаттăм. Халĕ лайăх — Интернет урлă кирек мĕнле литература та тупма пулать. Паянхи кун пур çăмăллăх та пур, ан ÿркен кăна», — терĕ ветеран.

«Ĕçне кура — хисепĕ», теççĕ халăхра. Ахальтен мар ĕнтĕ Елена Михайловнăна район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ тата наука министерстви нумай хутчен Хисеп хучĕсемпе чысланă. Ĕçри хастарлăхшăн ăна «Россия Федерацийĕн вĕренÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа та наградăланă.

1973 çулта вăл ял каччипе, Радислав Федорович Воробьевпа, çемье çавăрнă. Туслă мăшăр икĕ ача çуратса ÿстернĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика