16 января 2013 г.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче «Хаваслă стартсем» ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçалхипе вун тăххăрмĕш хут вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хăйсен вăйĕсене спорт ăмăртăвĕсенче тĕрĕслесе пăхрĕç. Пĕр эрне шкул спорт залĕ ачасен сассипе кĕрлесе кăна тăчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен пуçласа аслă класс ачисем таранах тĕрлĕ эстафетăсенче, конкурссенче хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç, пĕтĕм вăйран çĕнтерме тăрăшса ăмăртрĕç. Вăйăра кашни ĕç хăйне евĕр кăткăс та интереслĕ пулмалла, ачасен вăйне кăна мар, шухăшлавпа хăвăртлăхне те палăртма пултармалла. Кунта чĕр чунсене сăнласа кăтартмалла, елка тавра йĕлтĕрпе ярăнмалла, «китай стенине» парăнтармалла тата ытти те. «Большая стирка» (япала çăвасси) конкурсра вара мĕн чухлĕ пăшăрхану, хавасланупа хавхалану, шăв-шав хуçаланчĕ!
Кашни класри ачасем пилĕк кун хушши хăйсен ушкăнĕсенче ăмăртрĕç: кĕçĕн, вăтам тата аслă классем. Юлашкинчен вĕрентекенсемпе вĕренекенсен командисем тупăшрĕç. Ку вара сăмахпа каласа парса ĕнентермелле мар илем пулчĕ!
Çулран çулах ачасем хăйсен вĕрентекенĕсем ватăлма шутламаннине, хăйсемпе танах кĕрешме пултарнине, кашни ĕçех çăмăллăн та хавассăн пурнăçланине курса ĕненеççĕ. Апла пулсан — сывă ÿт-пÿре — сывă чун-чĕре.
Источник: "Каçал Ен"