АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул тимлĕхе юратать

16 января 2013 г.

Район территорийĕнче 2012 çулта 39 автоавари пулнă. Вĕсенче 8 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 55-ĕн сусăрланса сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче сипленнĕ.

Икĕ районпа 2012 çулта (Елчĕк тата Комсомольски) руль умне ÿсĕрле ларнă 311 водителе явап тыттартăмăр. Ку вăл 2011 çулхипе танлаштарсан 15 тĕслĕх ытларах (5 процент). Автоаварие ÿсĕрле тăвакансен шучĕ ÿснĕ: 6 (виçĕм çул — 5).

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн ГИБДД инспекторĕсем 5992 протокол çырнă, 2011 çулта — 7945 (24,5 процент сахалрах).

Йĕркене пăсакансенчен 1862-шĕ хăвăртлăха палăртнинчен ирттернĕ, 1083-шĕ хăрушсăрлăх пиççихийĕпе çыхăнман. Çав шутра 388 çуран çÿрекене те явап тыттарнă. 2012 çулта административлă майпа 102 водителе арестленĕ (2011 çулхи кăтарту — 95).

Район территорийĕнче йĕркене пăснăшăн ГИБДД ĕçченĕсем водительсемпе çуран çÿрекенсене 1,5 млн тенке яхăн штрафланă, 1 млн тенкĕ ытла шыраса илсе бюджета хывнă (75,2 процент).

Штрафсене вăхăтра тÿлеменшĕн Россия Федерацийĕн Административлă кодексĕн 20.25 статйипе килĕшÿллĕн 47 çынна айăпланă.

2012 çулта автоаварисем федераллă çулсем çинче 16 хутчен пулнă, республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче 27 инкек сиксе тухнă. Ялсенче пулнă аварисен шучĕ 12-пе танлашать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика