АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2013 çулти тĕп улшăнусем

16 января 2013 г.

2013 çулăн пуçламăшĕнчен мĕнле улшăнусем пурнăçа кĕреççĕ-ха?

Малтанах ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ÿснине палăртмалла. Халĕ унăн шайĕ уйăхне 5205 тенкĕпе танлашать (4611 тенкĕ пулнă). Уйрăм çынсен тата патшалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсене, енчен те вĕсем тулли ĕç кунĕпе пĕр кун сиктермесĕр вăй хунă пулсан, çак виçерен сахалрах тÿлеме юрамасть.

Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа амăш капиталĕн суммине те 5,5 процент чухлĕ индексациленĕ. Халĕ вăл 408 пин те 960 тенкĕпе танлашать.

Çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăснăшăн паракан штрафсем улшăннă. Халĕ правасемсĕр, регистраци докуменчĕсемсĕр тата ОСАГО полисĕсĕр çÿрекенсен, юсавсăр автомашинăпа çула тухакансен 100 тенкĕ мар, 500 тенкĕ кăларса пама тивĕ. Хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмасан е мотоциклпа шлемсăр çÿресен кĕсье 1 пин тенкĕлĕх çÿхелĕ. Ачасене ятарлă креслăсăр ярăнтарсан, водитель прависемсĕр çынна хăвăрăн автомашинăна шанса парсан, штраф 3 пин тенкĕпе танлашать.

Çĕнĕ çултан пуçласа 23 сехетрен 8-ччен алкоголь шĕвекĕсене, çав шутра çур градусран ытларах алкогольлĕ сăрана та, сутма чарнă. Урамри палаткăсемпе киосксенче вара эрех-сăра сутма пачах юрамасть. Январĕн 1-мĕшĕнчен çур литрлă эрехĕн хакĕ 170 тенкĕрен кая пулмалла мар (унччен 125 тенкĕ пулнă). Ытти алкоголь шĕвекĕсем те хакланмалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика