16 января 2013 г.
Иртнĕ вырсарни кун Элпуçĕнче мини-футбол турнирĕ ирттерчĕç. Ăна вĕсем Игорь Гавриловпа Вазых Тазетдинов воин-интернационалистсене, çавăн пекех çар тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра пуçĕсене хунă Юрий Яковлевпа Рамил Гафурова халалларĕç. Сăмах май, мини-футбол турнирне Элпуçсем 1987 çултанпах ирттереççĕ. Хальхинче пурĕ 8 команда (Комсомольскисем, Патăрьелсем тата Йĕпреçсем) хутшăнса ăсталăхне кăтартрĕ.
Мероприяти пуçланас умĕн пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев, «Дружба» ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров тата ыттисем те сăмах каларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Хĕрÿ тупăшура Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял поселенийĕн команди пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Пирĕн районти Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн команди — иккĕмĕш. Виççĕмĕшсем — Элпуçсем.
Çĕнтерÿçĕсем кубоксене, Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçрĕç. Турнирăн чи лайăх выляканĕсене те ятран асăнчĕç.
Мала тухнă командăсен капитанĕсене А.Г.Агафонов хăйĕн «Пĕчĕк Хăнтăрла çинче» кĕнеке-летопиçне парса чысларĕ.
Уяв хыççăн ял тăрăхĕн артисчĕсем юрă-ташăпа савăк кăмăл парнелерĕç.
Источник: "Каçал Ен"