16 января 2013 г.
Республикăра «Чĕререн çуралнă çемье» конкурс иртет. Ăна йĕркелекенĕсем —Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата Психологи, педагогика енĕпе реабилитаци тата коррекци паракан центрĕ.
Çак конкурса вĕсем çемье авторитетне ÿстерес, унăн ырă енĕсене пропагандăлас, аслисемпе кĕçĕннисен ăнланăвне çирĕплетес тĕллевпе йĕркелерĕç.
Тупăшăва республикăри опекунсем, попечительсем, ачасене усрава илекенсем, тăлăх ачасене воспитани паракансем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс виçĕ номинаципе иртĕ — сăн ÿкерчĕксен «Йăл кулăр, ÿкеретĕп», «Çемье хоббийĕ» тата «Çемьери уяв». Ÿкерчĕксене «Çемье тĕнчи» номинацире хак парĕç. Жюри членĕсем алă ĕçĕсене вара «Чĕререн çуралнă çемье» номинацире палăртĕç.
Конкурса хутшăнас кăмăл пулсан 2013 çулхи январĕн
25-мĕшĕччен ĕçсене заявкăпа пĕрле çак адреспа тăратмалла: Шупашкар хули, Семашко урамĕ, 1-мĕш çурт. 8 (8352) 51-31-99 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
Источник: "Каçал Ен"