АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç курманнисемшĕн тăрăшса

26 февраля 2014 г.

Иртнĕ кунсенче Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен обществин Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи вырăнти уйрăмĕ Елчĕк тĕп библиотекинче конференци ирттернĕ. Унта куç курманнисен вырăнти уйрăмĕн председателĕ Г.И.Михайлов доклад тунă, ĕç-хĕлне çутатнă.

Конференцире библиотека çумĕнчи «Шурă туя» клубăн ĕçĕсемпе паллаштарса электронлă презентаци те кăтартнă.

Мероприятие хутшăнакансене саламласа Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш Республикинчи организацийĕ çумĕнчи «Шевле» фольклор ансамблĕ юрă-ташăпа савăк кăмăл парнеленĕ.

Сăмах май, вырăнти уйрăм 2013 çулта ирттернĕ смотр-конкурсра республикăра 5-мĕш вырăн йышăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ конференцие хутшăнакансем унăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне «лайăх» хак парса хăварнă.

В.КОНСТАНТИНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика