19 февраля 2014 г.
Раççей спортсменĕсем Германи командинчен юласшăн мар. Акă, пирĕннисем, Олимп вăййисенче нихăçан та ку енĕпе палăрманскерсем, скелетон турнирĕнче мала тухса тĕлĕнтерчĕç. Пĕрремĕш наградăна — «бронзăна» — Елена Никитина çĕнсе илчĕ. Тепĕр кунах 29-ти Александр Третьяков ар çынсен тупăшăвĕнче çĕнтерсе эпир те ыттисенчен кая маррине çирĕплетрĕ.
Шăмат кун конькипе чупакансем пухмача икĕ медальпе пуянлатрĕç. Тÿрех икĕ спортсмен шорт-трек енĕпе ăмăртса (1000 метрлă дистанцире) пьедесталăн пирвайхи картлашкисем çине хăпарчĕç. Акă вĕсем, Олимп паттăрĕсем: Виктор Ан (1500 метрлă чупура вăл «бронза» çĕнсе илнĕ) тата Владимир Григорьевăн «кĕмĕл» медаль.
Вырсарни кун пирĕн ар çын йĕлтĕрçĕсем эстафетăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Дмитрий Япаров, Александр Бессмертный, Александр Легков, Максим Вылегжанин призерсен йышне кĕрессишĕн тăрăшрĕç. Юлашки хут ар çынсем эстафетăра 1988 çулта палăрнă.
Медальсемпе пуянланнă хыççăн Раççей команди вĕсен йышĕпе — иккĕмĕш. Ăмăртусем малалла пыраççĕ. Акă керлингçăсемпе хоккейçăсем пур йывăрлăха пăхмасăр финала тухассишĕн ăмăртаççĕ. Биатлонçăсемпе фигуристсене шанатпăр, бобслейçăсенчен те наградăсем кĕтетпĕр.
Февралĕн 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Сочири Олимпиадăри чи пысăк выставкăпа — регионсен экспозицийĕсемпе паллашнă.
Чăваш Ен делегацийĕ те унта хутшăнса республикăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Уйрăмах Канада тата Кăнтăр Корея çĕр-шывĕсен спортсменĕсемпе хăнисем пирĕн пĕчĕк пуканесемпе, сăн ÿкерчĕксемпе тата ыттипе те кăсăкланнă. «Чăваш Ен чăннипех те палламалла мар улшăннă», — тенĕ экспозицисемпе паллашакансем.
Источник: "Каçал Ен"