АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ номинацире палăрнă

19 февраля 2014 г.

Февралĕн 13-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шку-лĕнче вырăсла вулакансен «Живая классика» конкурсĕ иртнĕ.

Унта хутшăнакансем вырăс тата ют çĕр-шыв поэчĕсен сăввисене, калавĕсене тата ыттине пăхмасăр вуланă.

Диана Тимаевăпа (7-мĕш «а» класс) Ксения Гришина (7-мĕш «б» класс) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те А.де Сент-Экзюперин «Маленький принц» сăввине вуланă. 8-мĕш «а» класра пĕлÿ пухакан Надия Абинова И.С.Тургеневăн произведенийĕпе паллаштарнă.

Даниил Титов (5-мĕш «б» класс) вара М.Горький çырнă «Старуха Изергиль» калавăн пĕр сыпăкне вуланă. Вăл «Ар-тистизм исполнения» номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă. 6-мĕш «а» класра вĕренекен Ильшат Гисматуллин В.Драгунскин «Куриный бульон» калавĕпе «Выразительность речи» номинацире çĕнтерÿçĕ пулнă.

Конкурсантсене Зоя Чернова, Ирина Соловьева тата Надежда Воробьева учительсем хатĕрленĕ.

(ХАМĂР ИНФ.). 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика