АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ярмăрккасем ирттертĕмĕр

19 февраля 2014 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта февралĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен вакансисен ярмăрккине йĕркелерĕмĕр. Сăмах май, паянхи куна районта тĕрлĕ профессиллĕ 100 ытла ĕçчен кирлĕ: сварщиксем, арматурщиксем, çĕвĕçсем, фрезеров-щиксем, токарьсем, слесарьсем, платниксем, магазин заведующийĕ, кассирсем, сутуçăсем тата ытти те.

Ярмăрккана 68 çын ĕç шыраса килчĕ, вĕсенчен 38-шĕ — учетра тăракансем.

Ярмăркка вăхăтĕнче пурĕ 10 çын «Уют» туллии маар яваплă обществин çĕвĕçсен çуртне вырнаçрĕ. 20 çын ытла — «Сахарок» ОООна.

Çавăн пекех ĕç шыракансем центрта консультацисем илчĕç.

Г.ВОРОНОВА 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика